Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв-шуртан сыхланса

27 марта 2010 г.

Çул-йĕр хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçĕ яваплă. Çуллахи вăхăтра вĕсем асфальт çулсем çинчи шăтăк-путăксене сапласа якатассипе, çулсен хĕррисене йĕркене кĕртессипе тимлеççĕ пулсан хĕллехи тĕп ĕç _ çулсене юртан тасатасси, çапла майпа автомашинăсене, çынсене çулсем çинче чăрмавсăр çỹреме майсем туса парасси пулса тăрать. Вĕсен кăçалхи хĕл тапхăрĕнчи ĕçĕ тата кăткăсрах пулчĕ. Мĕншĕн тесен кашни кун тенĕ пек юр çуса тăчĕ, çулсене хỹсе лартрĕ. Апла пулин те "Чувашавтодор" УАОн Канашри территори-производство управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕнче ĕçлекенсен тимлĕхне пула çулсем çинче автомашинăсем чăрмавсăр çỹреме пултарчĕç. Шартлама сивĕ те хăратаймарĕ вĕсене, ĕç вăхăтне, кану, уяв кунĕсене пăхмасăр çулсем çинчен таврăнма пĕлмесĕр ĕçлерĕç. Хальхи вăхăтра коллектив çурхи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярас тĕлĕшпе тимлет. Çанталăк ăшăтма тытăнсанах çулсен хĕррисенче çỹллĕ купаланса тăракан юра, çулсен айне шыв юхса каймалли ятарласа вырнаçтарнă пăрăхсене юртан тасатрĕç. Комсомольски _ Елчĕк _ Пăва, Патăрьел _ Елчĕк, Кушкă _ Кивĕ Арланкасси, Энтепе _ Сăръел, Кавал _ Яманчỹрел, Кавал _ Питтĕпел çулĕсем çинче анчах пурĕ 70 ытла шыв юхакан пăрăхсен таврашне юртан тасатнă. Çак ĕçсене пурнăçланă çĕрте Г.Зайцев ертсе пыракан Елчĕкри прораб участокĕнчи Аркадий Щипцов, Николай Иванов трактористсем, Юрий Шашков, Эдуард Павлов, Юрий Иванов автогрейдеристсем, Геннадий Шашков, Анатолий Муллин, Александр Горшков рабочисем пысăк тăрăшулăхпа тимлерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика