Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас пенсишĕн халех тăрăшар

27 марта 2010 г.

 Чăваш Енре "Пулас пенсие тытса пыма вĕренер" вĕрентỹ акцийĕ старт илчĕ. Çавна май РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева, ЧР суту-илỹпе промышленность палатин президенчĕ И.Кустарин, Чувашрессовпроф председателĕ А. Коршунов республикăри, районти журналистсемпе, ĕç паракансемпе, профсоюз ертỹçисемпе селекторлă пресс-конференци ирттерчĕç. Унта Пенси фончĕн районти управленине пуçтарăннисем хутшăнчĕç. Вĕрентỹ акцине Вĕрентекен çулталăкне халалланă. Унăн тĕп тĕллевĕ _ ял çыннисен пулас пенсин калăпăшне йĕркеленĕ çĕрте сиксе тухакан ыйтусене ăнлантарасси. Акци çулталăк тăршшĕпех тăсăлать. Вăл "Уçă урок", "Производство практики" тата "Ăрусен эстафети" проектсенчен тăрать. Вĕсенче пулас пенсие ỹстерме мĕнле майсем пуррине, пенси взносне патшалăх хушса тỹлессипе йышăннă программăна, ашшĕ-амăшĕсемпе асламăш-кукамăшĕсем ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн тăрăшса паянах взноссем хывма пултарнине тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 17 çулчченхи 5 ачашăн ашшĕ-амăшĕ хушма страхлав взносĕ тỹлесе тăрать. Пирĕн районта хушса тỹлекен программăна 423 çын хутшăннă. 2009 çулта района çак енĕпе 628,7 пин тенкĕ пырса кĕнĕ, кăçал _ 36,3 пин тенкĕ. Патшалăх хушса тỹлекен программăна хутшăнас текен çыннăн хăйĕн пулас пенсин фондне çулталăкне 2000 тенкĕрен пуçласа 12000 тенкĕ куçармалла. Патшалăх вара çак укçана икĕ хут ỹстерет. Çак программăна хутшăнакан ĕçченсемшĕн виççĕмĕш ен те _ ĕç паракан _ хушма страхлав взносне тỹлеме пултарать. Программăна хутшăннă кашни çынна тата ĕç паракана налук çăмăллăхĕсем параççĕ. Акцие хутшăнса РФ пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕ çĕнĕлĕхсене ăнлантарас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттерет. Консультаци пункчĕсенче ял çыннисем тĕрлĕрен стендсемпе паллашаççĕ. Управлени специалисчĕсем район хаçатĕнче тăтăшах ăнлантару материалĕсем пичетлеççĕ, ялсене тухса çỹреççĕ. Çавăн пекех акци мĕнле пынипе район сайтĕнче паллашма пулать. Страховательсемпе семинарсем ирттересси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çул тĕрлĕ мероприятисене страхланнă 2957 çын хутшăннă. Ыранхи пенсишĕн паянах тăрăшмалла. Ку вăл хамăршăнах. Уйрăмах сахал ĕç укçи илекенсемшĕн меллĕ. "Маларах асăннă программăна кĕрсе çулталăкне 12 пин тенкĕ тỹлесен патшалăх тата тепĕр çакăн чухлĕ тỹлет. Кун пек процента нихăш банк та тỹлемест. Çавăнпа та эпĕ сакăр çулхи София хĕрĕмшĕн те хушма взнос тỹлетĕп. Çакă тупăшлă", _ терĕ селекторлă пресс-конференцире С.Никонова. Ун пек шухăшлисем республикăра йышлăн. Район ĕçченĕсем те çак ырă ĕçе хутшăнасса шанас килет. РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленине пуçтарăннă ертỹçĕсемпе профсоюзăн вырăнти комитечĕсен председателĕсем патшалăх хушма пенси паракан программăна хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика