27 марта 2010 г.
Çанталăк ăшăтса, юр ирĕлсе пынă май ачасем велосипедпа ярăнса çỹренине час-часах асăрхама пулать. Анчах та ачасем çул-йĕр çинче çỹрес ансат правилăсене пĕлеççĕ-и-ха? Çак ыйту кашни ашшĕ-амăшне пăшăрхантарма тивĕç. Ачасене çул-йĕрĕн ансат правилисене пĕчĕкренех вĕрентсе пымалла. Çакă вĕсене çуран утнă чух та, велосипедпа ярăннă вăхăтра та пулăшать, инкекрен асăрханма хăнăхтарать. Велосипедпа автомашинăсем çỹрекен çул-йĕр çинче ярăнса çỹреме, çул çинче выляма, пĕр-пĕринпе ăмăртса чупма юраманнине ачасен пĕлмеллех. Велосипедпа çỹренĕ чух тĕрлĕ транспорт хатĕрĕсенчен е тепĕр велосипедран кăкарăнмалла маррине, велосипеда тытса пыма чăрмантаракан е сулахаялла-сылтăмалла 0,5 метр тухса тăракан япаласем илсе çỹремелле маррине те асрах тытмалла.