Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Поэзи çăлтăрĕсем - 2010"

27 марта 2010 г.

 Райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕ тата Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул поэзие юратакан, ăнланакан, чунпа туякан пултаруллă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене тупса палăртас тĕллевпе "Поэзи çăлтăрĕсем _ 2010" фестиваль йĕркелеççĕ. Вăл икĕ тапхăрпа иртет. Шкулсен шайĕнчи тапхăра пуш уйăхĕнче, район шайĕнчине ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта ирттерме палăртнă. Фестивале хутшăнакансем 4 ушкăна пайланаççĕ: вĕрентекенсем тата 1-4-мĕш, 5-8-мĕш, 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем. Конкурс участникĕсем 3 номинацирен пĕрне суйласа илме пултараççĕ: "Чăваш çыравçисен вăрçă темипе çырнă хайлавĕсене илемлĕ вуласси", "Вăрçă тематики _ автор сăввисенче", "Артист пултарулăхĕ (чăваш çыравçисен хайлавĕнчен _ пĕр эпизод)". Шкулта палăрнă çĕнтерỹçĕсен заявкăсене ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Малышкин е Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине ертсе пыракан Н.Левая патне çитермелле. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чыслĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика