27 марта 2010 г.
_ Асанне! Асанне! Кала-ха, мĕн вăл телей? _ Эй, ачамсем, эсир телей мĕн иккенне пĕлместĕр-им? Телей вăл _ çынна ырă туни, ĕçчен пулни, лайăх вĕренсе ăс пухни, тăван яла, тăван çĕршыва юратма пĕлни. Вăт, мĕн вăл телей! Çакăн евĕр калаçусем час-часах пулса иртеççĕ шурă çỹçлĕ, кăçал 94 çул тултаракан Раиса Владимировна Богдановăпа унăн йышлă мăнукĕсем хушшинче. Пирĕн инке _ Раиса Владимировна, Елчĕк районĕнчи Акчел ялĕнче йышлă ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Унăн ашшĕ, Владимир Алексеевич Лебедев, Пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕ пулнă. Çар службинче унтер-офицер званине илнĕ. Пулеметчик пулса çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. Георгий Хĕресне тивĕçнĕ. Ялне вăрçă хирĕнчен урине йывăр амантса таврăннă. В.А.Лебедева Акчелĕнче çеç мар, Елчĕк тăрăхĕнчи ытти ялсенче пурăнакансем те: "Ылтăн алăллă ăста", _ тенĕ. Вăл ăсталанă сĕтел-пукан, арчасем ку тăрăхри ялсенчи чылай кил-çуртсенче халĕ те упранаççĕ. Амăшĕ, Вера Филимоновна, Акчел ялĕнченех пулнă. Вăл Указовсен йăхĕнчен тухнă. _ Анне япăх çỹрекен, кил-çуртне тирпейлеме пĕлмен хĕрарăмсене питĕ тиркетчĕ. Пире вăл час-часах ырă тунине нихçан та ан манăр тетчĕ. Ял-йыша пулăшма, хисеплеме çине тăрсах хистетчĕ. Ватă инкене итленĕ май, вăл халĕ те çивĕч ăс-тăнлă пулни, вăрăм кун-çул утса тухнă хушăра чĕринче ашшĕ-амăшĕн ырă енĕсене упрани, вĕсене малалла аталантарса пыни палăрать. _ Ман çамрăк пурнăç хăвăрт иртсе кайрĕ, сиссе те юлаймарăм, _ аса илет Раиса Владимировна. 1930 çулсенче Атăл тăрăхĕнчи хуласенче, ялсенче трахома (куç чирĕ) алхаснă. Ăна пĕтерес тесе Елчĕк районĕнчи медицина ĕçченĕсем тухăçлă ĕçленĕ. Çак ĕçе йĕркелесе яракансенчен пĕри Е.С.Сергеева тухтăр пулнă. Унăн пуçарăвĕпе районта трахома чирĕпе кĕрешме ятарлă пунктсем уçнă, унта ĕçлеме сестрасем хатĕрленĕ. Сестрасем хушшинче Раиса Лебедевăпа Александра Арбенова, Алевтина Семенова палăрнă. Раиса Тỹскел, Тăрмăш, Кушкă тата Кивĕ Арланкасси ялĕсенчи медпунктсенче ĕçленĕ. Трахома чирне сиплессине пысăк тимлĕхпе туса пынăшăн Раиса Лебедевăна 1937 çулхи июнь уйăхĕнче райĕçтăвкомăн сывлăха сыхлас ĕç пайĕн ертỹçи Ю.П.Юнусова мухтав хучĕ парса чыс тунă. Акчел ялĕн чипер хĕрне, Раисăна, Кивĕ Арланкасси каччи Ксенафонт Богданов куç хывнă. Часах вĕсен хушшинче юрату хĕлхемĕ аталаннă, çамрăксем çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăра пĕрле пурăнма виçĕ çул çеç тỹр килнĕ. 1939 çулхи хура кĕркунне Совет Союзĕпе Финлянди çĕршывĕ хушшинче вăрçă пуçланнă. Ксенафонт Богданов юратнă мăшăрĕпе, икĕ çулхи ывăлĕпе Венюкпа сыв пуллашса вăрçă хирне тухса кайнă. Вăл Карели сăмсахĕнчи Маннергейм текен линире тăшманпа çапăçнă. 1940 çулта вăрçă чарăнсан та К.Богданова çар службинчех хăварнă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă. К.Богданов лейтенант взвочĕ нимĕç фашисчĕсене Буг юханшывĕ хĕрринче кĕтсе илнĕ. Взвод умĕнче йывăр та юнлă вăрçă çулĕ выртнă... Вăрçă çулĕсенчи ялти пурнăç çинчен каласа памаллисем инкен, салтак арăмĕн, нумай: _ Вăрçă пуçлансан пĕрер уйăхранах ял пушанса юлчĕ. Ялтан 95 вăй питти çын вăрçă хирне тухса кайрĕ. Çав шутра мăшăрпа пĕртăвансем: Василий, Иван, Саня, Павăл, Васили тетен ывăлĕ _ Аркади. Вăрçăн йывăр çулĕсене аса илнĕ чухне салтак арăмĕн куçĕсем шывланаççĕ. _ Вăрçă пуçлансан ялта ватăсемпе вĕт шакăр ачасем çеç тăрса юлчĕç. Çăкăр çук, вут-шанкă вырăнне улăм çунтарма тиветчĕ, вăл та хĕсĕк. Тумтир начар. Апла пулсан та ялти ĕçлеме пултаракансем пурте ĕçе хутшăннă. Тул çутăличчен кайнă та тĕттĕмленичченех ĕçленĕ. Колхозра, килте ĕçленисĕр пуçне вăрçăн малтанхи çулĕсенчен пуçласах Улатăрта вăрман каснă. Сăр шывĕ хĕрринче окопсем чавнă. Пире ялтан Зоя Даниловăпа илсе кайнă. Ывăлăма тăвансем патне хăвараттăм. Мĕнле йывăр пулсан та чăтнă, _ аса илет вăл. Ахальтен мар инкене _ "1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль парса чысланă. _ Мана Турă телейсĕр хăвармарĕ. Ывăлăма хăрах çунат айĕнче çеç пулсан та лайăх пăхса ỹстертĕм. Пысăк телейлĕ ман çемье. Шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнатпăр. Ывăлăмпа кинĕмсем, кĕрĕвĕмсем, мăнукăмсем _ ытарайми тĕпренчĕкĕмсем. Нихăçан та вĕсенчен сивĕ сăмах илтсе курман. Савăнмалăх та, мухтанмалăх та сăлтавĕ пур ват инкен хăй çемйипе. Ывăлĕ _ Вениамин Ксенафонтович Богданов _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Ăна Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хисеп Палли орденĕсемпе, нумай медальсемпе наградăланă, вăл ВДНХ парнисене те тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе, Валентина Федоровна учительницăпа, пилĕк ача пăхса çитĕнтерчĕç. Аслă ывăлĕ Володя ашшĕ çулĕпе кайрĕ, районти паллă механизатор. Хĕрĕсем те ятлă-сумлă çынсем. Пурте аслă пĕлỹ илнĕ. Инкен аслă мăнукĕн Володьăн мăшăрĕ Мария Михайловна, асламăш çулĕпе пырать: фельдшерица. Чĕкеç чĕлхеллĕ, пултаруллă та ĕçчен. Энтепепе Кивĕ Арланкасси ялĕсенче ĕçлет, чирлисем патне вăхăтра çитет, пулăшу парать. Инке çемйинче виççĕмĕш сыпăкри мăнуксем те пур, пĕрремĕшпе иккĕмĕш сыпăкрисем пурте аслă пĕлỹ илнĕ. Лариса мăнукĕн хĕрĕ Анастасия аспирантура пĕтернĕ, искусство наукисен кандидачĕ. Кĕçĕн мăнукĕсен мăшăрĕсем тăваттăн, вĕсенчен виççĕшĕ священниксем. Асламăш пиллĕхĕ пур мăнукĕсем патне те çитнĕ. Ачисем çине ăшшăн пăхса савăнать 94 çул тултаракан салтак арăмĕ _ Раиса Владимировна.