27 марта 2010 г.
Ялан-ялан ман асăмра Шкулти пĕрремĕш кун. Учитель сăнĕ ман умра, Асрах сасси те ун... Кашни çыннăн асĕнче юлакан ырă та сăпайлă, пурне те пĕлекен сăнар _ пĕрремĕш вĕрентекен. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе ачана вулама, çырма, шутлама вĕрентмен-ши вăл? Кашни шăпăрлан унăн калаçăвне куç илмесĕр итленĕ, ăса хывнă. Тин çеç амăшĕн е асламăш-кукамăшĕн кĕпи аркинчен тытса çỹренĕскерсене пурнăç çулĕн пĕрремĕш картлашкисемпе утма вĕрентни куç хупса илнĕн иртсе кайнă унăн. Сăмахăм манăн Курнавăш ялĕнчи Серафима Смирнова çинчен. Исемпел ялĕнче кун çути курнă хĕр ача ялти пуçламăш, Кавалти çичĕ çул вĕренмелли шкулсенче пĕлỹ пухнă. Унтан Патăрьел районĕнчи Туçари вăтам шкула вĕренме кĕнĕ. Ялтан пиллĕкĕн çỹренĕ вĕсем. Алла аттестат иличчен Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă. Пурнăç йывăрланнăçемĕн йывăрланса пынă. Вĕреннĕшĕн çулталăкне 150 тенкĕ тỹленĕ. Хĕллехи сивĕ уйăхсенче хваттерте пурăннă. Ытти чухне кашни кун киле çуран утнă. Вунă çухрăма куç хупса пĕлнĕ Серафима. Çемьере укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе тантăшĕсем вĕренме пăрахаççĕ. Серафима епле те пулсан вăтам пĕлỹ илес тесех ăнтăлать. Хăйĕн тăрăшулăхне кура тата пиччĕшĕ пулăшнипе 1942 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухать. Каччăсене вăрçа ăсатнă хыççăн хуçалăхра вăй питти çынсем сахалланнă. Хĕрсем колхозра çанă тавăрса вăй хунă. Темле йывăр ĕçе те пурнăçланă. Серафима та тус-тантăшĕсемпе кар тăрса тăрăшать. 1942 çулхи кĕркунне район пуçлăхĕсем вăтам пĕлỹ илнĕ хĕрсене канашлăва чĕнсе вĕсен малашнехи ĕмĕт-тĕллевĕсемпе интересленеççĕ, хăйсене килĕшекен ĕçсене суйласа илме сĕнеççĕ. Серафимăна Кушкăри çичĕ çул вĕренмелли шкула кĕçĕн класри ачасене вĕрентме яраççĕ. Пуçласа класа ура ярса пуссанах хĕр хăйĕн умне тĕллев лартать: унăн учительница пулмалла. Пысăк ĕмĕтне пурнăçласа Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухать. Кушкăри ачасене пилĕк çул вĕрентнĕ хыççăн пултаруллă вĕрентекене Исемпелĕнчи тăватă çул вĕренмелли шкул заведующине лартаççĕ. Унта нумай ĕçлеймест Серафима Артемьевна. Шăпа ăна Курнавăш ялне илсе çитерет. Физикăпа математика учителĕнче тăрăшакан Илья Васильевичпа çемье çавăрать вăл. Серафима Артемьевнăн хуняшшĕ те шкулта ачасене вĕрентнĕ. Василий Михайлович физкультурника ялта паян та ырăпа аса илеççĕ. Вăл пĕрремĕш тĕнче, граждан вăрçисенче батарея командирĕн пулăшуçи, иккĕмĕш тĕнче вăрçинче взвод командирĕ пулса Тăван çĕршыва тăшмансенчен хỹтĕленĕ. Хаяр вăрçă хирĕнчен таврăнсан Çĕнĕ Пăва, Курнавăш шкулĕсенче военрукра тата физкультура учителĕнче вăй хунă. Серафима Артемьевнăн мăшăрĕ вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах вăрçă хирне тухса каять. Йывăр аманать. Сурансене пула тăван яла 1946 çулта çеç таврăнать. Малтанах Канашри педучилищĕрен, унтан институтран вĕренсе тухать. Мĕн пенсие кайичччен тăван шкулта ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе тăрăшать. Тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн вăл Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисене, медальсене тивĕçнĕ. Шел, фронтовик йывăр суранĕсене пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Учительсен туслă çемйинче виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕннĕ. Ачисем амăшĕ патне килсех çỹреççĕ. Хальхи вăхăтра хисеплĕ çыннăмăр Светлана хĕрĕпе пурăнать. _ Шкулта хĕрĕх çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Хам вĕрентнĕ ачасем куç умĕнчех. Чылай чухне аса илỹ çăмхине сỹтетĕп. Сăн ỹкерчĕксен альбомне пăхса киленетĕп вара. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем паян ăçта кăна тăрăшмаççĕ? Епле хĕпĕртемĕн вĕсем çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тусан! Ĕмĕре пархатарлă ĕçре ирттернĕшĕн савăнмалăх пур. Савнă мăшăрпа ылтăн туйччен, ватăсемпе 27 çул шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнтăмăр. Кашни çемьенех çавна сунатăп, _ тет ĕç ветеранĕ кăмăллăн. Серафима Артемьевна Смирнова обществăлла ĕçсенче те яланах харсăр пулнă. Ялти хĕрарăмсен канашне чылай çул ертсе пынă. Вăл спектакльсенче вылянă сăнарсене ял çыннисем халĕ те лайăх астăваççĕ. Хăй те çав рольсене паян та выляма хатĕр. Пĕтĕмпех астăвать. Е тата ял çыннисем умĕнче мĕнле темăпа кăна доклад вуламан-ши? Хăй çырнă ĕçсене тĕплĕ упрать ĕнерхи педагог. Вĕрентекен яланах ачасен асĕнче. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хастар хĕрарăм килте ахаль лармасть, тăван колхозра пай çинче 18 çул пилĕкне авать. Ял хуçалăхĕнче çанă тавăрса вăй хунăшăн хуçалăх правленийĕ ỹркенмен пенсионеркăна кашни çулах хаклă парнесемпе хавхалантарнă. Хальхи вăхăтра та ватăлма шутламасть ветеран. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх ус-раççĕ. Çуллахи вăхăтра тĕрлĕ пахча çимĕç акса-лартса ỹстереççĕ. Пушă вăхăтра вара Серафима Артемьевна хаçат-журнал вулама кăмăллать. Ал ĕçĕ тума та маçтăр вăл.