27 марта 2010 г.
Вĕрентекен çулталăкне халалласа район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕ тĕрлĕ конкурссем йĕркелет. Нарăс уйăхĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 10-мĕшĕччен районта пултарулăх ĕçĕсен вырăсла çырнă "Учитель! Перед именем твоим..." конкурсĕ иртнĕ. Унта вĕрентекенсемпе 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем хутшăннă. Жюри 65 ĕçе пăхса тухнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртма çăмăл пулман. Учительсен "Сочинени, эссе, калав, репортаж, дневник е чуна уçса çырни тата ытти" номинацире вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Корнилова (Елчĕк) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Краснова (Чăваш Тăрăм) тата Л.Кувшина (Хăвăлçырма) çĕнсе илчĕç. Çак номинацирех 5-11 классем те тупăшрĕç. Вĕсенчен Т.Смирнова (Курнавăш, 11 кл.) чи çивĕч пероллă пулни уççăн курăнчĕ. А.Чуманова (Елчĕк, 10 кл.), К.Краснова (Çуткỹл, 8 кл.) иккĕмĕш вырăнсенче. Виççĕмĕш вырăнсене А.Портнова (Кушкă, 7 кл.), О.Гаврилова (Елчĕк, 7 кл.), А.Исаевăпа А.Сусликова (Курнавăш,10 кл.) пайларĕç. "Поэзи жанрĕн произведенийĕ" номинацире вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Сусметовăпа (Кивĕ Эйпеç) А.Гордеева (Тăрăм) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Ют чĕлхе предметне вĕрентекен А.Скворцова (Кĕçĕн Таяпа) виççĕмĕш вырăнта. Шкул ачисенчен чи пултарулли_ А.Павлова (Елчĕк, 11 кл.). В.Ивановăпа (Кивĕ Эйпеç, 7 кл.) Д.Васильева (Елчĕк, 10 кл.) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. "Педагог династийĕн тĕпчев ĕçĕ" номинацире Л.Пупинан (Курнавăш), Г.Васильеван (Аслă Таяпа), А.Петрован (Елчĕк), Р.Федорован (Çуткỹл) ĕçĕсем чи лайăххисем. "Видеофильм" номинацире педагогсенчен Л.Адюкова (Аслă Елчĕк), шкул ачисенчен В.Смирновпа Н.Шаковăн (Елчĕк) пĕрлехи тата И.Павлован (Çĕнĕ Пăва) ĕçĕсем палăрчĕç. Жюри суйласа илнĕ ĕçсене республикăри конкурса тăратнă.