Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Математикăпа физика эрни

27 марта 2010 г.

 Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем С.Ивановăпа Л.Турхан учительсем ертсе пынипе пĕр эрне интереслĕ те кăсăклă пĕлỹ тĕнчипе киленчĕç. 5,6,7-мĕш классенче вĕренекенсем "Кенгурята", "Сумерки", "23-й эшелон" "поездсемпе" математика çул çỹревĕнче пулчĕç. Тĕрлĕ маршрутлă станцисенче "чарăнусем" туса чи малтан пиллĕкмĕшсемпе çиччĕмĕшсем çитрĕç. 7,8,9-мĕш классенче вĕренекенсем физика предметне мĕнле пĕлнине КВН вăййинче тĕрĕслерĕç. Чи тавçăруллисем тăххăрмĕшсем пулни палăрчĕ. 10, 11-мĕш классем "Что? Где? Когда?" вăйăра паллă ученăй-математиксем çинчен интересли нумай пĕлчĕç. 5-9-мĕш классем хушшинче ирттернĕ олимпиадăна 45 вĕренекен хутшăнчĕ. Эрне кун вара шкулти кашни ача художник пулчĕ. Вĕсем хăйсене математика рисованийĕнче тĕрĕслерĕç. Çĕнтерỹçĕсем В.Титов, К.Алексеев, Э.Кукурузов, А.Филиппов пулчĕç. Мала тухнисене, эрнене активлă хутшăннисене пурне те грамотăсем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика