Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă

24 марта 2010 г.

Район администрацийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленес ыйтупа канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсенчи тĕп специалистсем хутшăннă. Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Димитриев хутшăннă. Ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленни çинчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков чарăнса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, çак вăхăт тĕлне районĕпе пурĕ 1092 тонна минераллă удобрени, 558 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе килнĕ. Анчах вăл çур аки ĕçĕсене пурнăçлама çитмест. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕсене вуçех туянайман. Тĕрĕссипе, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса-лартса хăварма палăртнă 20800 гектар лаптăка ĕçлесе хатĕрлеме 800 тонна яхăн çунтармалли-сĕрмелли материал кирлĕ. Хальлĕхе вăл кирлин 71 проценчĕ чухлĕ анчах. "Прогресс" ЗАОра, "Комбайн", "Сатурн" ЯХПКсенче бензин, солярка çур аки валли çеç мар, тыр пула çапса тĕшĕлеме те çитмелле. Çак вăхăтрах К.Маркс, Ленин ячĕллĕ, "Нива", "Марс", "Кушкă" ЯХПКсенче, "Аранчеево", "Звезда", "Клевер", "Арланово" ОООсенче ăна хальлĕхе пĕрре те кỹрсе килеймен. Минераллă удобренисене 12 ял хуçалăх предприятийĕнче çителĕклĕ таран хатĕрленĕ пулсан, К.Маркс, Ленин ячĕллĕ, "Марс", "Кушкă" ЯХПКсем, "Родник", "Клевер", "Урожай", "Арланово" ОООсем пирки çакна калаймăн. Уй-хире тухакан ял хуçалăх техники юсавлă-и, вĕсене хатĕррисен ретне лартас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленĕ? Çур аки ĕçĕсене пурнăçлама районĕпе пурĕ 313 трактор хутшăнса ĕçлемелле, вĕсенчен 262-шĕ ĕçе пуçăнма хатĕр. Культиваторсен, сỹресемпе сеялкăсен 90 процентне юсанă. Вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен "Россельхозцентр" федераци патшалăх учрежденийĕн районти уйрăмĕн тĕп агрономĕ Г.Крысова ял хуçалăх предприятийĕсем хатĕрленĕ ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсен пахалăхĕ мĕнле шайра пулнипе паллаштарнă. Районĕпе тĕрĕсленĕ 36243 центнер (85 процент) вăрлăх акма юрăхлă кондицие тивĕçнĕ. "Прогресс" ЗАО, "Эмметево", "Родник", "Клевер", "Арланово" ОООсенче, "Свобода", "Колос", "Нива", "Рассвет", "Марс", "Знамя" ЯХПКсенче, Таяпа Энтринчи Петровсен хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Канашлура агропромышленность комплексне пулăшассипе ятарласа ĕçлекен предприятисен, банксен представителĕсем тухса калаçнă, хăйсен пулăшăвне сĕннĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика