Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕллехи спорт сезонĕ хупăнчĕ

24 марта 2010 г.

Иртнĕ çулсенче районта йĕлтĕрпе чупасси питĕ анлă сарăлнăччĕ. Сезонта 8-9 ăмăртуран кая мар иртетчĕ. Хальхи вăхăтра ун пек тесе калаймăн. Акă, Курнавăшра хĕллехи спорт сезонне хупнă ятпа масс-старт формипе ăмăрту иртрĕ. Хĕвеллĕ уяр кун. 1,5 км трасса алă тупанĕ çинчи пек курăнса тăрать. Трасса çинче тăвалла улăхмалли те, ярăнса анмалли те пур. Тĕрлĕ дистанцисенче çак йĕлтĕрçĕсем мала тухрĕç. 5-7 классем хушшинче: 1. Н.Чернова (Шăмалак). 2. А.Алексеева (Чăваш Тăрăм). 3. Т.Филимонова (Аслă Елчĕк). 1. П.Герасимов (Шăмалак). 2. Д.Калашников (Аслă Елчĕк). 3. В.Головин (Кĕçĕн Таяпа). 8-9 классем хушшинче: 1. Т.Сергеева. 2. Н.Чернова (Шăмалак). 3. А.Орлова (Патреккел). 1. С.Константинов (Курнавăш). 2. С.Викентьев (Çĕнĕ Пăва). 3. А.Шаков (Аслă Елчĕк). 10-11 классем хушшинче: 1. Н.Афанасьева. 2. Н.Хушкина. 3. М.Молькова (Аслă Елчĕк). 1. Р.Хушкин. 2. Н.Петрушкин (Аслă Елчĕк). 3. Е.Аверьянов (Курнавăш). Ăмăртăва 10 тĕп тата 6 вăтам шкул хутшăнчĕ. Çỹллĕ шайра иртрĕ йĕлтĕр чупăвĕ. Çапах та çакна каласа хăвармаллах: 28 ача дистанцие чупса тухма вăй çитереймерĕ. Çакă вĕренекенсен йĕлтĕрпе чупас пултарулăхĕ çỹллĕ шайра маррине уççăн кăтартса пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика