24 марта 2010 г.
Туберкулез мĕн тери хăрушă пулнине Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци пĕтĕмлетĕвĕсем те аван çирĕплетеççĕ. Çĕр çинче кашни 10 çеккунтра пĕр çын туберкулезран вилет, кашни 4 çеккунтра ку чире ертет. 2007 çулта районти 17 çынна диспансер учетне илнĕ пулсан, 2009 çулта _ 18 çынна. Чир сарма мĕнле факторсем пулăшаççĕ-ха? Таса мар пурăнни, туберкулез анлă сарăлнă çĕршывсенчен, регионсенчен халăх куçса килни, инкеке пула тухса тăнă кăткăс лару-тăру, СПИД, наркомани, алкоголизм _ çаксем ĕнтĕ чире сараççĕ. Туберкулеза пуçарса яраканĕ _ пĕчĕк çеç микроб. Ăна микроскопсăр та курма çук. Ытларах çăра сурчăкра, шăкра, пỹрере тĕл пулать. Туберкулез микробĕсем питĕ чăтăмлă. Тусан ăшĕнче виçĕ уйăх таран, сурса пăрахнă сурчăкра пĕр уйăх пурăнма пултараççĕ. Вĕсем тăпрара, шывра, нỹрлĕ тата тĕттĕм пỹлĕмре çулталăкчен, урайĕнче, стена, алăксем çинче ултă уйăхчен те вилмеççĕ. Сивве те чăтаççĕ. Хĕвел вара вĕсене 1-2 сехетре, ультрафиолет пайăркисем 5-6 сехетрех тĕп тăваççĕ. Вĕрекен шывра 5 минутра, хлораминра çийĕнчех вилеççĕ. Туберкулезпа чирлĕ çынсемпе чĕрчунсем сыввисемшĕн чир çăл куçĕ пулса тăраççĕ, сывлăшпа апат-çимĕç урлă инфекци ертеççĕ. Пирĕн çĕршывра 1952 çултанпа тин çуралнă ачасене туберкулезран сыхланмалли прививкăсем тăваççĕ. Вĕсем ыттисенчен 4-6 хут сахалтарах чирлеççĕ. Прививка тунă хыççăн вĕсенче чире хирĕç тăма пултаракан иммунитет аталанать. Хăйсене хăйсем упрамасăр теветкелле хăтланни вара инкек патне илсе пырать. Шăпах çакăн пеккисенчен 10 проценчĕ туберкулезпа чирлет. Унта çакăн пек факторсем кĕреççĕ: пирус туртни, алкогольпе алхасни тата наркотиксемпе усă курни, ĕçпе тата кăмăл-туйăм тĕлĕшпе халран кайни, тĕрĕс мар апатланни, сахăр диабечĕпе, вар-хырăм язвипе, психика, ар органĕсен чирĕсемпе аптракаласа тăни. Чир ертме тата аталантарма туберкулезăн пĕр пĕчĕк бактерийĕ те çителĕклĕ. Вăл çыннăн пĕр органне те хĕрхенсе тăмасть. Уйрăмах ỹпкене вăйлă сиенлет. Унтан кăкăрăн лимфа тĕввисене куçать, кайран юн тăрăх пур организма та саланать. Чире çийĕнчех тупса палăртмасан, сипленме пуçламасан туберкулез вăйланать. Кун пек чухне сывлама йывăрланать, чĕре йĕркеллĕ ĕçлемест, ỹт-пỹ температури ỹсет. Инфекци пуç мимине лексен туберкулез менингичĕ те пуçланма пултарать. Пуç чăтмалла мар ыратать, температура хăпарать, хăстарать. Ỹслĕк вăхăтĕнче ỹпкерен юн тухать. Çийĕнчех сипленме пуçласан унран сывалма пулать. Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче туберкулеза хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Хальхи вăхăтра районта "Шурă ромашка" уйăхлăх пырать. Пĕр чарăнмасăр ỹсĕрекенсене пирĕн патăмăрта тĕрĕсленме ыйтатпăр.