Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултав ура хурать

20 марта 2010 г.

 Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Елчĕк район сучĕ уçă ларура "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ООО директорĕн А.В.Филипповăн (маларах судпа айăпланман) ĕçне пăхса тухрĕ. А.Филиппов Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 199.2 статйипе (налуксемпе сборсен тỹлевĕнчен пăрăнас тĕллевпе организаци укçи-тенкине пытарни) айăпланнă. 2005 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Филиппов Елчĕк районĕнчи потребительсен обществин канашĕн (малалла райпо тейĕпĕр) председателĕ пулма суйланнă. Пĕрлешĕве ертсе пынă тата административлă ĕç-хĕле пурнăçланă май Филиппов райпо налуксемпе сборсене тỹлес тĕлĕшпе парăмлă пулнине пĕлсе тăрсах 2005 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен "Забота" ОООн расчет хучĕсемпе усă курса (2005 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа вăл "Забота" ОООн ертỹçи те пулнă) предприятин 345 416.21 тенкине налук тата патшалăхăн ытти органĕсенчен пытарнă. Филиппов хăйĕн айăпне йышăнман, çапах та айăплакан ен суда Филиппов саккуна пăснине çирĕплетсе çителĕклĕ таран доказательство тăратнă. Елчĕк район сучĕ А.В.Филиппова РФ УК 199.2 статйипе айăпланă, 200 пин тенкĕ штраф тỹлемеллине палăртса йышăну кăларнă. А.Филиппов суд йышăнăвĕпе килĕшмесĕр Чăваш Республикин Аслă Судне жалоба тăратнă. ЧР Аслă Судăн уголовлă ĕçсене пăхса тухакан суд коллегийĕ Филипповăн кассаци жалобине тивĕçтермен, Елчĕк район сучĕн йышăнăвне вăйра хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика