20 марта 2010 г.
Йăлана кĕнĕ "Пĕчĕк çеç путене" фестивале шкулсем йĕркелетчĕç пулсан, кăçал чăваш йăли-йĕркине упраса хăварас енĕпе тимлекен савăнăçлă уява ирттерме культура ĕçченĕсем те хаваспах хутшăнчĕç. Шкулсенчи фольклор кружокĕсене çỹрекен ачасем культура çурчĕсенчи мероприятисенчен те пăрăнса юлмаççĕ. Культработниксемпе вĕрентекенсен ĕçне пĕрлештернин ĕçĕ курăмлă пулни тỹрех сисĕнчĕ. Елчĕкри культурăпа кану цент-рне шăмат кун халăх йышлă пухăнчĕ. Фестивале 22 коллектив хутшăнни пулманччĕ-ха халиччен. 5 сехете тăсăлчĕ уяв. Культура керменĕ кĕрлесе çеç тăчĕ. Çапах та чи маттуррисене палăртасах килет. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем анатри чăвашсен юррисене чĕрене витермелле шăрантарчĕç. А.Сыковпа Л.Кудрявцева вĕрентекенсем калама çук нумай ĕçлени курăнать. Патреккелти "Алмаккай" фольклор ушкăнĕ пирки таврара ырă ят çỹрет. Хальхинче те вĕсен пултарулăхĕ пысăкки курăнчĕ. Чăтаймасăр вĕсемпе пĕрле ташша яракансем те пулчĕç. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи халăх инструменчĕсен ансамблĕ те фестивалĕн кĕтнĕ хăни. Вĕсем те, Патреккелсем те тĕрлĕ конкурссен çĕнтерỹçисем. Çак виçĕ ушкăн хăйсен пултарулăхне зонăри фестивальте кăтартаççĕ. Вăл пуш уйăхĕн вĕçĕнче Патăрьелĕнче иртет. Çуткỹлти, Хăвăлçырмари, Яманчỹрелĕнчи, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан, Елчĕкри искусство шкулĕсенчи, Тăрăмри фольклор ушкăнĕсем те ăсталăха çулсерен ỹстерсе пыни куç кĕрет. Фестивале ача садне çỹрекенсем хутшăнни пушшех савăнтарчĕ. Лаш Таяпа шкулĕ çумĕнчи, "Солнышко" ача садĕнчи шăпăрлансем уява чĕрĕлĕх кĕртрĕç. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхальти Олег Архипов купăспа ăста каланипе, Аслă Таяпари Анастасия Сидорова юрра-ташша маçтăр пулнипе палăрчĕç.