Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисенчен тĕслĕх илмелле

20 марта 2010 г.

Аслă Пăла Тимешĕнче граждансен пухăвĕ пулса иртрĕ. Унта вăрçă çулĕсенче тылра ырми-канми ĕçленĕ ветерансене юбилей медалĕсем парса чыс турĕç. Вĕсем 65 çул каялла Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхозра ырми-канми вăй хунă. И.Самаков, В. Диомидов, В. Самаков, М. Емельянов, А. Константинов, А. Курицын чун-чĕрипе паян та çамрăк, ватлăха парăнасшăн мар. Ватăсем хăйсен ĕмĕрĕсене сумлăн пурăнса ирттереççĕ, ял-йыш умĕнче пысăк хисепре, çамрăксемшĕн _ тĕслĕх. Шел пулин те паянхи çамрăксен шухăш-кăмăлĕ çирĕп пулманни, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама вăй-хал, чăтăмлăх çитерейменни пире, ватăсене, çав тери пăшăрхантарать. Граждансен пухăвĕнче çакăн пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин та палăртса каламасăр тăма пултараймарĕ. Мĕншĕн тесен ялта пурăнакан çамрăксене спортпа туслашма, хăйсене тĕрлĕ енлĕн аталантарма пур услови те туса панă. Аслă Пăла Тимешĕнче, Кавалта, Кушкăра паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен спрот залĕсем ĕçлеççĕ пулин те яш-кĕрĕм эрех-сăра, ырă мар шухăшсен серепине лекет. Çавна пулах вĕсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса каяççĕ. Ял ватăлса пынин, пушă, çын пурăнман çуртсен хисепĕ çулран-çул ỹснин сăлтавĕ шăпах çакăнта мар-и? Ветерансене юбилей медалĕ илнĕ ятпа ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем саламларĕç, концерт кăтартрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика