Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушлăха сирсе яр

20 марта 2010 г.

Эрех кăштах ĕçни те ĕç тухăçлăхне 5 _ 15 процент чакарать. Ĕç укçи илнĕ кун, уявсемпе канмалли кунсем хыççăн çухатусем уйрăмах пысăк. Эрехе нумай мар ĕçсен те çыннăн тимлĕхĕ, сисĕмлĕхĕ чакать, вăл час тавçăрса илеймест. Çын хăйĕн пултарулăхне пысăка хурать, çакă вара инкек патне илсе пырать. Эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларни уйрăмах хăрушă. Авари тăвас хăрушлăх ỹсни те алкоголь тĕп нерв системине витĕм кỹнинчен килет. Пĕр хут кăна кăштах ĕçни те нумай çул автомобильпе çỹресе вĕреннĕ хăнăхусене чакарать. Çитĕннĕ сывă çыннăн юна 5 грамм алкоголь лексенех ỹсĕрĕлни палăрать (100 грамм эрехре, 400 грамм хĕрлĕ эрехре, 1150 грамм сăрара 40 грамм таса алкоголь пур). Эрехе ывăннă хыççăн, выç хырăмла ĕçсен (кунашкалли шоферсен ытларах вăрăм çула тухсан пулать), алкоголь сиенĕ тата ỹсет. Руль умне ỹсĕр çын ларни яланах хăрушă. Ỹсĕр водитель айăпĕпе пулакан аварисем чи йывăррисен шутне кĕреççĕ, унта час-часах çын вилет. Медицина наукисен докторĕ И. Г. Ураков руль умне ларнă водитель питĕ сахал ĕçни те катастрофа патне илсе çитерни çинчен калакан фактсем илсе кăтартнă. Çитĕннĕ çынсене электроэнцефалографи тĕпчевĕ туни 60 грамм эрех ĕçсен те пуç мимин тулашри сийĕн активлăхĕ палăрмаллах чакнине кăтартнă, çав дозăпа сасăпа çутта туясси те чакнă. Сахал анчах ĕçнĕ пултăр, водителĕн тулашри факторсене туяс хăвăртлăхĕ 0, 5 секунд чухлĕ чакать, ку вара катастрофа пулас хăрушлăха палăрмаллах ỹстерет. Хăй вăхăтĕнче И. П. Павлов академикăн лабораторийĕнче алкоголь йыттăн нерв системине мĕнле витĕм кỹнине тĕпченĕ. Условнăй рефлекссем лайăх аталаннă йытта палăртнă виçепе алкоголь панă. Йытта сăнани условнăй рефлекссем йăвашланнине кăтартнă, вĕсем час палăрман е пачах урăхла пулнă, урăхла каласан, алкоголь тивнипе нерв процесĕсен йĕрки палăрмаллах улшăннă. Улттăмĕш кунхине анчах условнăй рефлекссем малтанхи шая ларнă. Çыннăн нерв системи те пĕрре эрех ĕçнĕ хыççăн ултă кун хушши йĕркерен тухать. Тĕпчевсем тăрăх ялан ĕçекен çынсен куç вăйĕ улшăннине, ĕçме юратакан водитель, ĕçменнипе танлаштарсан, тавралăха начартарах курнине палăртнă. Вăхăт иртнĕçемĕн тĕсе туясси те улшăнать. Çакăн пек чухне водитель светофор хĕрлĕ çутнă чухне те машинине вырăнтан хускатса нимĕн пулман пекех çул урлă каçса кайма пултарать. Çак пулăм мĕнпе вĕçленесси пирки вара калама та кирлĕ мар. Ялан эрех ĕçнипе психика туйăмĕ те чакать.Улшăнакан лару-тăрăва хăвăрт шута илес пултарулăх чакать, çын ансат йышăну тума васкать. Йывăр лару-тăрăва эрех ĕçнĕ е мухмăрла çын тĕрĕс хаклама пултараймасть. Çулсем çинчи хăрушсăрлăх водительсенчен анчах мар, çуран çỹрекен çынсем урă пулнинчен те нумай килет. Ỹсĕр çынсем урамра çỹремелли йĕркесене пăсаççĕ, авари тăвасси патне илсе çитереççĕ. Ỹсĕрле руль умне вуçех ларма юрамасть. Çак требование пурнăçлани _ çул çинче аварисем пуласран сыхланмалли чи шанчăклă меслет. Çапла тусан анчах инкекрен сыхланма пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика