Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи шыв-шур хăратать

20 марта 2010 г.

 Кăçалхи хĕл кунĕсем сивĕ пулнипе анчах мар, юр нумай çунипе те асра юлаççĕ. Пуш уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕ вĕçленчĕ пулин те çав-çавах кашни кун тенĕ пекех юр çăвать. Çавна май çанталăк тăрук ăшăтса пăрахсан çурт-йĕрпе хуралтăсене шыв илес, гидротехника сооруженийĕсене, тăпраран купаланă пĕвесене шыв татса каяс хăрушлăх тухса тăрать. Лару-тăрăва тĕпе хурса район пуçлăхĕ кăçалхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче ятарлă йышăну çирĕплетнĕ. Çурхи шыв-шур тапхăрĕнче пурнăçламалли мероприятисене пурне те йышăнура палăртнине тĕпе хурса пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Юлашки инвентаризаци кăтартăвĕсем тăрăх хальхи вăхăтра районта 42 гидротехника сооруженийĕ шутланать. Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи гидротехника сооруженийĕсем ялтан чылай аяккарах вырнаçнине, территорие юр ытла нумай хỹсе лартнине шута илсен уйрăмах расна тимлĕх кирлĕ. Мĕншĕн тесен палăртнă обьектсем кивĕ те ĕнтĕ, 25 çул каялла тунăскерсемех. Вĕсенче чылайранпа кирлĕ юсав ĕçĕсене те пурнăçламан. Гидротехника сооруженийĕсене пăхса тăрассишĕн яваплă çынсене практика пулăшăвĕ парас, çурхи шыв-шур тапхăрĕнче оперативлă ыйтусене чăрмавсăр татса пырас тĕлĕшпе районта ятарлă комисси йĕркеленĕ. Комисси йышĕнчи ертỹçĕсемпе специалистсем ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, предприятисемпе организацисен ĕç-хĕлне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма пулăшас тĕллевпе ятарласа çырса хатĕрленĕ хушусен, пурнăçламалли ĕçсен кĕнекисене валеçсе панă. Кăçал юр нихçанхинчен те нумай çурĕ. Синоптиксем палăртнă тăрăх çакăн чухлĕ юр хỹсе лартни юлашки хут 30 çул каялла пулнă. Çĕр вара 100-120 сантиметр тарăнăш шăннă. Çакăн пек чухне нỹрĕк çĕре сахал сăрхăнать. Çанталăк ăшăтса ярсан шыв илес, гидротехника сооруженийĕсене, тăпраран купаланă пĕвесене татса каяс хăрушлăх пысăк. Синоптиксем палăртнă тăрăх та çанталăк кăçал хăвăрт ăшăтмалла. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче юрпа хутăш çумăр çăвать пулсан, ака уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех 6-11 градус ăшă пулмалла, ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче 8-10 градус, 14-15-мĕшĕсенче _18-20 градус, уйăхăн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче 25 градус таран ăшă пулмалла. Шыв-шур тапхăрĕнчи пăтăрмахсенчен асăрханса шахтăсемпе шыв юхакан пăрăхсене юртан, пăртан малтанах тасатмалла. Территорире дежурство çирĕплетмелле. Гидротехника сооруженийĕсемпе пĕвесен çывăхĕнче шыв-шур вăхăтĕнчи лару-тăрăва дежурнăй хăвăрт тата чăрмавсăр пĕлтерсе тăма пултартăр тесен çыхăну хатĕрĕпе, транспортпа (лаша е трактор уйăрмалла), кирлĕ пулма пултаракан ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле. Администраци тата пурăнмалли çуртсен, шкулсемпе культура, сывлăх учрежденийĕсемпе обществăлла апатлану, суту-илỹ çурчĕсен тăррисене, территорире шыв вăйлă юхакан вырăнсене çынсен хăрушсăрлăхне сыхласа юртан, пăртан тасатмалла. Çуркуннехи шыв-шур тапхăрне инкексĕр ирттерсе ярассишĕн кашни çын хăйĕн яваплăхне туйса ĕçлемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика