Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах пулăшу параççĕ

20 марта 2010 г.

Яланах пулăшу параççĕ Аслă Пăла Тимешри пĕ-тĕмĕшле врач практикин уйрăмĕн стоматологи кабинечĕ умĕнче çын яланах йышлă. Çак тăрăхра пурăнакансем çеç мар, инçетрен те килеççĕ унта. 2008 çулта Елена Хушкина шăл тухтăрĕ пуçаруллă пулнипе, Алевтина Емельянова медсестра тăрăшнипе кабинета тĕпрен юсарĕç. Халăхшăн тăрăшакан мăшăрĕсене ăнланса упăшкисем те тăватă кун кану мĕнне пĕлмесĕр ĕçлерĕç. Ю.Александров предприниматель те мал ĕмĕтлĕ хĕрарăмсене пулăшу аллине тăсрĕ. Уншăн вĕсем ăна тав тăваççĕ. Халĕ пỹлĕмре ĕçлеме кăмăллă. Çутă та таса. Урайне линолеум сарнă. Чи пахи вара _ çĕнĕ "Азимут" аппарат пурри. Шăл кăларакансем, сиплеттерекенсем питĕ кăмăллă Е.Хушкина стоматолог ĕçĕпе. Елена Владимировнăн та ĕçлес кăмăлĕ иксĕлми. Виçĕ çул каярах ку уйрăмра медсестра çукчĕ. Халĕ вара А.Емельянова килекен кашни çыннăн кăтартăвĕсене компьютер çине кĕртет. Кунне 20 çынран кая мар йышăнать шăл тухтăрĕ. Çулталăкра маттур тухтăр патĕнче 4 пин çынран кая мар пулать. Ырă сĕнỹ-канашсем пама та ỹркенсе тăмасть вăл хăй патне килекенсене. Сăн ỹкерчĕкре: Е.Хушкина шăл тухтăрĕпе А.Емельянова медсестра ĕç вырăнĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика