20 марта 2010 г.
Тỹскел ялĕнчи Юрийпе Светлана Петровсен çемйине пурте лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем çын умĕнче хăйсен ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе, тирпейлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Юрий шалти ĕçсен пайĕнче нумай çул хушши вăй хурать, халĕ çеç Чечен Республикинче 6 уйăх службăра пулса таврăнчĕ. Света (çапла чĕнеççĕ ăна) халăх судĕнче секретарь пулса тăрăшать. Вĕсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Ачисем те питĕ ĕçчен те маттур. Аслă ывăлĕ Денис килти ĕçсене хăй тĕллĕнех пĕлсе пурнăçлать. Выльăх-чĕрлĕхне пăхать, çулла пахчаран кĕме пĕлмест. Каникул вăхăтĕнче те тĕрлĕ çĕрте тăрăшать. Малтан ватă асламăшне пăхнă, халĕ _ кукамăшне. Çав тери тĕлĕнетпĕр эпир унтан. Вĕсем пур ĕçе те çемьепе пĕрле пурнăçлаççĕ. Килĕшỹллĕ мăшăр ачисене тĕрĕс воспитани парса ỹстерет. Кунта амăшĕн тỹпи питĕ пысăк. Вăл Патреккел ялĕнче Серегинсен çемйинче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн унтах пионер вожатăй пулса тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти пединститутра вĕреннĕ. Ялти шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çав çулсенче çамрăксем пĕрлешрĕç. Ун чухне Коля тетепе (хуняшшĕ) Ксени аппа (хунямăшĕ) те пурăнатчĕç. Коля тете, вăрçă участникĕ, инваличĕ те, Ксени аппа та урисем ыратнипе килти ĕçсене питех пурнăçлаймастчĕç. Хăйсем выльăх-чĕрлĕх, ĕне те усратчĕç. Света вара, çап-çамрăкскер, ĕнине те сăватчĕ, кĕтỹне те хăвалатчĕ, ваттисене те пăхатчĕ. Çав вăхăтрах Патреккелне вĕрентме çỹренĕ. Мĕнле ĕлкĕретчĕ пулĕ çамрăк кин? Çапах нихăçан та нăйкăшман. Пуринпе те килĕштерсе пурăннă. Коля тете вилнĕ хыççăн унăн мăшăрĕ, Ксени аппа, çỹрейми пулчĕ. Каярахпа паралич çапса вырăн çинчен тăраймасăр виçĕ çула яхăн выртрĕ. Ачисем питĕ лайăх пăхса тăчĕç. Эпир, кỹршĕ-аршăсем, тĕлĕнеттĕмĕр. Çав вăхăтрах çамрăк мăшăр Патреккелти амăшĕ патне те кайса пулăшатчĕ. Каярахпа ăна хăйсен патне илсе килчĕç. Ват çынсене пăхса пурăнма Турă пỹрнĕ-тĕр çамрăксене. Халĕ Ксени аппа та пурнăçран уйрăлнă. Светан амăшĕ вĕсем патĕнче пурăнать. Вăл нумай çул хушши СМУра экономист пулса вăй хучĕ, унтанах тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Халĕ майĕпен кăштăртатса çỹрекелет. Питĕ килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса çеç пурăнаççĕ Петровсем. Ырă кăмăллă, харсăр кỹршĕсемпе çав тери савăнатпăр. Çамрăксем яланах çынна пулăшма хатĕр. Миçе тĕрлĕ чечек акса, лартса ỹстермест пулĕ тата кил хуçи хĕрарăмĕ. Хыçĕнчи пахчинче темиçе тĕрлĕ улма-çырла, пахча çимĕç лартса çитĕнтереççĕ, ялан çĕнĕ сортсем шыраса тупаççĕ. Картишĕнче тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх, кроликсем, чăх-чĕп темиçе тĕрлĕ, индокăвакалсем усраççĕ. Харсăр çемьен килĕнче нихăçан та пушă вăхăт çук. Теприсем пек урама тухса ларса халап çапмаççĕ. Хăтлă пурăнаççĕ, çуртне тĕпрен юсарĕç, шыв кĕрсе тухать. Çуртĕнче пурте хăй вырăнĕнче. Икĕ çул каялла Света юридика пĕлĕвĕ илчĕ. Кỹршĕре ырă та пултаруллă çынсем пурăнсассăн епле кăмăллă. Ыт ахальтен каламан пулĕ ваттисем: "Кỹршĕ тăванран хаклă", _ тесе.