Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи шыв-шуртан сыхланмалла

17 марта 2010 г.

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче районта хĕрарăмсен фестивалĕ пулса иртни çинчен эпир хамăр хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Ăна йĕркелессинче, ирттерессинче палăрнисене _ район администрацийĕн ĕçĕсен управляющине, районти хĕрарăмсен канашĕн председательне Е.Михайловăна, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникне, алă вăйĕ виçессипе обществăлла тренера С.Солина, "ЭлектроНикс" ертỹçине Г.Никифоровăна район пуçлăхĕ Н.Миллин Тав хучĕсем пачĕ. Канашлура Елчĕкри муниципаллă юсавпа техника предприятийĕн директорĕ Б.Капламов предприятин 2009 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Коллектив иртнĕ çул 10 миллион та 925 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Ку вăл 2008 çулхи шайран пĕчĕкрех. Пĕлтĕр 142 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Предприяти строительство, ял хуçалăх машинисене юсас, суту-илỹ, халăха тĕрлĕ енĕпе пулăшу парас енĕпе ĕçлет. Тĕп кăтартусемпе ĕç калăпăшĕ чакнă пулсан, халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси виçĕм çулхи шайран ỹснĕ. Çапах та юсавпа техника предприятийĕн иртнĕ ĕмĕрте тунă пурлăхпа техника бази пуян. Юлашки çулсенче ял хуçалăх техникине юсассин калăпăшĕ чакнă май пушă вырăн нумай. Çавна май çĕнĕ пулăшу ĕçĕсем йĕркелемелле, малашлăха курма вĕренмелле, терĕ район пуçлăхĕ Н.Миллин предприяти директорĕн отчетне пĕтĕмлетсе. Елчĕкри пасар варрипе автоçул иртет. Кунсăр пуçне шăмат кунхи пасар кунĕ ун çывăхне нумай автомашина пуçтарăнать. Пасар директорĕ А.Михайловский пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш çур çул вĕçлениччен шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕ çурчĕ çывăхĕнче автомашинăсене лартмалли ятарлă вырăн тăваççĕ. Ку енĕпе халĕ документсем хатĕрлес ĕç пырать. "Стройэнергосервис" ООО директорĕ А.Нягин организаци 2009 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Сахал яваплă юлташлăх пĕлтĕр нумай хваттерлĕ 12 çурта тĕпрен юсанă. Анчах ăна приватизациленĕ хваттерсен хуçисем палăртнă юсав ĕçĕсен 5 процентне тỹлеменни пăшăрхантарать. "Стройэнергосервис" ООО вĕсем тỹлемелли пĕтĕм укçан çуррине _ 420 пин тенке _ хăй тỹленĕ. Сахал яваплă юлташлăх хваттер хуçисене темиçе хутчен те асăрхаттарнă _ усси çук. Малашне çак ĕçе судра пăхса тухаççĕ. Район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи И.Кузнецов пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал юр нихçанхинчен те нумай çурĕ. Кунсăр пуçне çĕр 100-120 сантиметр таран шăннă. Çавна май çанталăк ăшăтсан нỹрĕк çĕре сахал сăрхăнать. Кун пек чухне шыв илес, гидротехника сооруженийĕсене, тăпраран купаланă пĕвесене татса каяс хăрушлăх уйрăмах пысăк. Район пуçлăхĕ çурхи шыв-шуртан, кăткăс лару-тăруран сыхланмалли çинчен кăçалхи нарăсăн 10-мĕшĕнче ятарлă йышăну кăларнă. Ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ П.Тремасов унта палăртнă мероприятисене çирĕп пурнăçласа пымалли, ертỹçĕсен яваплăхне ỹстермелли çинчен аса илтерчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика