Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхшăн сиенлĕ

17 марта 2010 г.

 Кашни çулах çуркунне çитнĕ май ялсем илемсĕрленме пуçлани сисĕнет. Тирпей-илем çинчен тем чухлĕ калаçатпăр пулин те, пăралуккасене, çырма хĕррисене таса мар шыв, çỹп-çап тăкакансем тупăнаççех. Юлашки çулсенче тата урамра пластмасса савăтсем выртнине те тăтăшах асăрхама тивет. Пылак шывсемпе сăрасене ăçта пушатаççĕ, савăчĕсене çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Уйрăмах ырă мар йăла çын ытларах çỹремен вырăнсенче тĕл пулать. Калăпăр, хĕллехи сивĕсенче çăмăл машинăна чарсах вăрттăн вырăнсенче çамрăксем "калаçса" ларма кăмăллаççĕ. Хăйсем хыççăн мĕн чухлĕ таса мар хăвараççĕ-ха вĕсем? Тĕлĕнсе каймалла. Кĕленчеллисемпе сахалтарах усă курма тытăннăранпа кашни килтех пластмасса савăтсем нумайланчĕç. Ытлашши япаларан хăтăлас тесе хăшĕ-пĕрисем вĕсене çунтараççĕ. Çакă питĕ тĕрĕс мар. Пластмасса çын сывлăхĕшĕн шутсăр сиенлĕ наркăмăш кăларать. Çавăнпа та çакăн йышши савăтсене пухса пырса çỹп-çаппа пĕрле парса ямалла. Ртутьлĕ лампочкăсем пирки те асăрхаттарса хăварас килет. Юлашки вăхăтра кивĕ лампочкăсене кашни ял тăрăхĕнчех çулталăкра пĕрре пуçтарасси ырă йăлана кĕрсе пырать. Çавна май юрăхсăра тухнă ртутьлĕ лампочкăсене килте пухса пырăр, унта-кунта кăларса ан пăрахăр, ан çĕмĕрĕр. Вăл çынна пысăк сиен кỹрекен наркăмăшлă япала кăларать. Каярахпа сирĕн вĕсене ял тăрăхне кайса пама лекĕ. Сиенлĕ лампочкăсене ятарлă машинăпа Шупашкарах илсе каяççĕ. Сывлăха сиен кỹрер мар. Хамăр тăрăхри сывлăш таса пуласси хамăртан та нумай килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика