Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ ыйту

17 марта 2010 г.

 Тунти кун район администрацийĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнчи халăх çыравне йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ пулăма хатĕрленсе çак вăхăтчен районта туса ирттернĕ тата малашне пурнăçламалли ĕçсем çинчен районти комисси председателĕн çумĕ, Чăвашстатăн районти уйрăмĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Л. Горшкова тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пĕтĕм Раççей халăх çыра-вĕччен вăхăт нумай тăрса юлмасть. 2008, 2009 çулсем хатĕрленỹ ĕçĕсене туса пымалли тапхăр пулчĕç. Республика тата район шайĕнче нормативлă документсене çирĕплетнĕ хыççăн Чăвашстатăн районти уйрăмĕн специалис-чĕсем районта вырнаçнă ялсенче адреслă хуçалăха йĕркене кĕртнине, ял тăрăхĕсенче пурăнакан çынсен хисепне тĕрĕс шута илнине тишкернĕ. Çак ыйтăва районти çырав комиссийĕн ларăвĕсенче те тăтăш пăхса тухса хак параççĕ. Адреслă хуçалăха йĕркеленĕ чухне пулнă çитменлĕхсене вăхăтра пĕтересси пирки Л. Горшкова уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çак тапхăрта списоксемпе тата пысăк ялсен схемăллă пысăк карттисемпе усă курса ялсенчи кашни çурта шута илнĕ, схемăллă карттăсем çине улшăнусем кĕртнĕ. Çапла майпа районĕпе пурĕ 9021 çурта шута илнĕ. Схемăлă карттăсене улшăнусем кĕртнĕ хыççăн районта халăх çыравне ирттермелли организацилле план туса хатĕрленĕ. Палăртнă планпа килĕшỹллĕн районта 4 çырав участокĕ пулать, инструкторсен участокĕсем _ 15, шутлав участокĕсем _ 58. Кашни çыравçăн 400 çынна шута илмелле. Çырав вăхăтĕнче ăнланман ыйту сиксе ан тухтăр тесен çырав вăхăтĕнче урамсен ячĕсене, çуртсен номерĕсене улăштармалла мар. Комисси председателĕн çумĕ Л.Горшкова çакăн пирки ларура асăрхаттарса каларĕ. Малашне пурнăçламалли ĕçсем те сахал мар. Чи малтан, çырав тата инструкторсен участокĕсене ĕç пỹлĕмĕсемпе, транспортпа тата çыхăнупа тивĕçтермелле. Çырава ирттерме пурĕ 99 çынна явăçтармалла. Информаципе ăнлантару ĕçĕсем 2008 çултах пуçланнă, 2009 çулта вара çак ĕçе тата туллинрех пурнăçласа пыма тăрăшнă. Халăх çыравĕпе çыхăннă материалсемпе стендсене тăтăшах çĕнетсе улăштарнă. Хатĕрленỹ ĕçĕсем мĕнле пулса иртни çинчен "Елчĕк ен" хаçатра тĕплĕн çутатнă, район администрацийĕн сайтĕнче пĕлтернĕ. Комисси ларăвĕнче Кĕçĕн Таяпа, Лаш Таяпа, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В. Власов, В. Воробьев, В. Малов вырăнсенче çырава мĕнле хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă. Халăх çыравне хатĕрленес ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленсе пырать, иккĕмĕш тапхăр _ çырава ирттересси. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие районта ăнăçлă йĕркелесси Чăвашстатăн районти уйрăмĕн, район администрацийĕпе ял тăрăхĕсен специалисчĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленинчен нумай килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика