17 марта 2010 г.
Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ пусă шывĕпе усă курать. Унти шыв пахалăхĕ çинче чарăнса тăрас килет. Пусăпа тĕрĕс усă курсан çеç унти шыв пахалăхне сыхласа хăварма пулать. Строительство е юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн е тата пусăри шывпа нумай вăхăт усă курман пулсан ăна дезинфекцилемелле. Пусса дезинфекциленипе унти шыва хлорпа тасатни _ пĕр япала мар. Пусса дезинфекци тăвиччен унти шыва уçласа кăлармалла, ун хыççăн ăна строительство çỹп-çапĕнчен, ытти таса мар япаласенчен тасатмалла, стенисене сăтăрса çумалла, 3 процентлă тасатнă хлорлă извеçпе сирпĕтмелле. Çак шĕвек валли 300-400 грамм типĕ хлорлă извеçе пĕр витре шывра ирĕлтермелле. Пусăри шыв малтанхи шая тулса çитсен унта 80-100 витре шыв çине 1 килограмм хлорлă извеç шĕвекĕ ямалла. Ĕçе пикениччен малтан пусăри шыв калăпăшне пĕлмелле. Калăпăр, шыв тарăнăшĕ 7 метр, пуран икĕ енĕ пĕрер метр пултăр. Çак числосене хутласан пусăри шыв калăпăшĕ 7 кубла метр е 7000 литр пулать. Дезинфекци тума 2 килограмм та 800 грамм хлорлă извеç кирлĕ. Дезинфекци тумалли шĕвеке çапла хатĕрлемелле: кирлĕ чухлĕ хлорлă извеç илмелле, ăна кăштах шыв ярса пăтă евĕр пуличчен пăтратмалла, ун хыççăн витрене ямалла, шыв хушмалла та тепĕр хут тĕплĕн пăтраштармалла. Кайран тăрăлтармалла. Çак шурă шĕвеке пусса ямалла, вăрăм шалчапа 10-15 минут хушши пăлхатмалла. Çакăн хыççăн пусă хуппине 6-8 сехетлĕхе питĕрсе илмелле. Вăхăтлăха унтан шыв ăсма юрамасть. Палăртнă вăхăт иртнĕ хыççăн пусăри шыва уçласа тăкмалла. Хлор тутипе шăрши пĕтнĕ хыççăн шыв тасалнă шутланать. Пусса дезинфекци тунă çĕрте медицина работникĕ пулмалла. Çакна манмалла мар: малтан пусса тасатса юсамалла, ун хыççăн тин ăна дезинфекци тумалла. Çапла тусан çеç шыв пахалăхне ĕçме юрăхлă шайра тытма пулать. Пусса кашни çулах тасатмалла, мĕншĕн тесен вăхăт иртнĕ май унăн тĕпĕ ăшăхланать, шыв пăсăлма пуçлать, таса мар шăршă кĕрекен пулать. Унсăр пуçне, пусса тĕрлĕ çĕрĕк япала лекме пултарать. Ялта ерекен вар-хырăм чирĕ сиксе тухсан, çавăн пекех пусă санитари тĕлĕшĕнчен тивĕçтермесен шыв вараланас хăрушлăх тухса тăрать. Çавăн пек чухне шыва кашни кунах хлорламалла.