17 марта 2010 г.
Кашни çын урамра куç курман е куçĕ япăх куракан çынна тĕл пулма пултарать. Вĕсене ыттисенчен хура куçлăх тăхăннинчен тата аллине шурă туя тытнинчен уйăрса илетĕн. Шурă туя историйĕ 1921 çултан пуçланса кайнă. Акăлчан çынни, Джеймс Бигс, çамрăклах куçсăр тăрса юлнăскер, ытти туяпа çỹрекен çынсенчен уйрăмрах пулас тесе хăйĕн туйине шурă тĕспе сăрлать. Ытти куç курманнисене те çапла тума сĕнет. Тепĕр 10 çултан вара ыр кăмăллăх организацийĕсем, пресса пулăшнипе Англири куç курманнисене шурă туяпа тивĕçтерме тытăннă. 1930 çул тĕлне Францири шурă туя пĕрлĕхĕ вăй илсе çитет. Кунта икĕ паллă çын: Валентин Гаюи куç курман ачасен шкулне никĕсленĕ, Луи Брайль куç курманнисем валли вулама, çырма ятарлă шрифт шутласа тупнă. Пирĕн çĕршывра шурă туя кунне 1987 çултан паллă тума тытăннă. Хальхи вăхăтра пирĕн районта куç курманнисен йышĕнче 44 çын шутланать. Елчĕксем Комсомольскисемпе пĕр организацире тăраççĕ. Вĕсен ертỹçи _ Г.Михайлов. Малтанласа вĕсен ларăвĕсем тĕрлĕ çĕрте иртнĕ. Ун хыççăн вĕсем районти тĕп библиотекăра пуçтарăнчĕç. Темиçе тĕл пулу хыççăн, библиотека ĕçченĕсем ертỹçĕсемпе канашласа "Шурă туя" клуб йĕркелеме шутларĕç. Ун хыççăн асăннă мероприятие ирттересси йăлана кĕчĕ. Халĕ куç курманнисем уйăхра пĕр хутчен пирĕн патăмăрта пуçтарăнаççĕ. Вĕсен хăйсен уставĕ, тĕллевĕсем пур. "Шурă туя" клуба йĕркелесе пыма библиотекарьсене шаннă. Вĕсем кашни тĕл пулу усăллă ирттĕр тесе тăрăшса ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ енлĕ тĕл пулусем, конкурссем, куравсем, калаçусем ирттереççĕ, уявсене паллă тăваççĕ. Кашни тĕл пулуран клуб членĕсем тулли кăмăлпа каяççĕ. Хапăл туса кĕтетпĕр сире районти тĕп библиотекăра.