Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнана - ентеш патне

17 марта 2010 г.

Хăнана - ентеш патне Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ĕçлекенсем Шупашкар районĕнчи Хыркасси шкулĕнче хăнара пулчĕç. Çак туслă çыхăнăва Вячеславпа Леонид Захаровсем йĕркелерĕç. Леонид Тăрăмри шкула пĕтернĕ. Ун хыççăн Шупашкарти педагогика университетĕнче музыка уйрăмĕнче пĕлỹ илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах Зинаида Козлова ертсе пыракан "Уяв" ансамбле çỹренĕ. Халĕ те унта çỹреме вăхăт тупать. Леонид Вячеславович çак шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшать. Хыркасси шкулне 1990 çултанпа Ш.Феизов ертсе пырать. Вăл пире шкулти çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Икĕ хутлă пысăк шкулта 185 ача вĕренет. 2003 çултанпа вăл база шкулĕ шутланать. Тĕл пулăва Шупашкар районĕнчи вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ А.Александрова та килнĕ. Эпир инçетри туссене хамăр шкулпа паллаштартăмăр. О.Артемьева учительница презентаци хатĕрленĕччĕ. Унтан учительсем волейболла выляса ăмăрт-рĕç. Захаровсем, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Н.Малышкин юрă шăрантарма пуçласан камăн чун-чĕри çĕкленмĕ. Ытти учительсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çакăнпа тĕл пулу вĕçленмест-ха. Çывăх вăхăтра Хыркассисем пирĕн пата килессе шанатпăр. Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулура.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика