17 марта 2010 г.
Нумаях пулмасть общественность Потребительсен прависене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă турĕ. Кăçал вăл "Пирĕн укçа-тенкĕ, пирĕн правасем" девизпа иртрĕ. Хальхи вăхăтра кредит чи анлă сарăлнă суту-илỹ килĕшĕвĕн тĕсĕ пулса тăчĕ. Çавна май тавар туянакансен ку енĕпе сахал мар ыйту сиксе тухать. Калăпăр, эсир кредитпа илнĕ тавар юрăхсăр. Укçана каялла илес, банкпа татăлас тесен мĕн тумалла? Чи малтанах япалана лавккана каялла тавăрса парсан тавар туянаканăн сутуçăран суту-илỹ килĕшĕвне пăрахăçланине çирĕплетекен документ ыйтмалла. Сутуçăн укçа-тенкĕне банка каялла тавăрса памалла. Е тата тавар туянакан таварăн пĕр пайне хăйĕн кĕсйинчен тỹленĕ, ыттине банкран илнĕ пулсан _ сутуçăн алăран панă укçа-тенкĕне те, банка та тавăрса памалла. Тавар туянаканăн хăйĕн ыйтăвĕпе банка та тухмалла. Ăна банк кредичĕн килĕшĕвне пăрахăçлас тĕлĕшпе килĕшỹ çырма сĕнетпĕр. Унта банкăн "потребителе финанс тĕлĕшĕнчен претензи çук" тесе çырни пулмалла. Раççей Федерацийĕн "Потребительсен прависене хỹтĕлесси çинчен" Саккунĕн 24-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, кредитпа туяннă пахалăхсăр таваршăн, килĕшỹ условийĕнче палăртнă пулсан çеç, укçа-тенкĕне каялла тавăрса параççĕ. Илнĕ процентсене банк каялла тавăрса пама тивĕç мар. Калăпăр, гражданин кредитпа 20 пин тенкĕ тăракан цифрăллă фотоаппарат туяннă. Ỹкернĕ май сăн ỹкерчĕксен пахалăхĕ лайăхах марри палăрнă. Кун пек чухне, паллах, ыйту сиксе тухать: "Кредита пĕтĕмпех тỹлесе татман пулсан та, сутуçăран таварăн пĕтĕм хакне шыраса илме пулать-и?" Çапла хуравлатпăр: "Гаранти срокĕ тухман пулсан эсир фотоаппаратăн пĕтĕм хакне шыраса илме пултаратăр". Анчах та сутуçă сире укçа-тенкĕне тавар юсавсăр, производство кăлтăкĕ тупăнсан е килĕшỹ условийĕсемпе саккунра палăртнă требованисемпе килĕшсе тăмасан çеç каялла тавăрса парать. Çакна асра тытăр: тавар юсавсăр, ăна эсир сутуçăна каялла кайса пама ĕç-пуç пуçарнă пулсан та банкпа тунă килĕшĕве официаллă майпа пăрахăçламасан сирĕн тỹлевсене тăтăшах хывмалла. Кирек мĕнле кредит килĕшĕвĕнче те тỹлев вăхăчĕ иртсен штраф тỹлеттереççĕ. Çавна май сирĕн парăм аванах ỹсме пултарать. Юлашкинчен банк сире ук-çана каялла тавăрса парать, анчах чылай сахалтарах. Çакă вара саккуна пăсни шутланмасть. Потребительсен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе сиксе тухакан ыйтусене çак адреспа: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 13-мĕш çурт е хĕрỹ лини телефонĕпе 6-26-18 номерпе шăнкăравласа пама пултаратăр.