Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Контракт службине суйланă

17 марта 2010 г.

Контракт службине суйланă Çар çынни çĕршыв тĕрекĕ çеç мар, унăн мăнаçлăхĕ те. Энтепе ялĕнче пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри _ Н. Иванов подполковник. Николай Димитриевич 1971 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче кун çути курнă. Çар ĕçне вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтрах кăмăлланă. Асăннă шкул çак ялта çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕ С.А.Андреев ячĕпе хисепленсе тăни, Семен Алексеевичăн паттăрла ĕçĕсемпе хавхаланса ỹсни Николай пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă, чунĕнче мăнаçлăх çуратнă. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн йĕкĕт Шупашкара çул тытать. 1988-1993 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнче пĕлỹ илет. 1990-1992 çулсенче университет çумĕнчи çар кафедрине çар ĕçне вĕренме çỹрет. Аслă шкултан вĕренсе тухсан Н.Иванов пĕр вăхăт Шупашкарти трактор тăвакан заводра инженер тата экономист должноçĕсенче вăй хурать. 1996 çулта вăл призывпа çар ретне тăрать. Салтак тивĕçне Николай Димитриевич Амур облаçĕнче пурнăçлать. Радиолокаци станцийĕн начальникĕн, çар чаçĕн аслă инженерĕн должноçĕсене пурнăçласа пыма шанаççĕ ăна кунта. Служба срокĕ вĕçленсен те килне васкамасть Энтепе каччи, Амур облаçĕнче паянхи кун та контракт мелĕпе службăра тăрать. Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçласа пынăран пĕрре анчах мар ырă ят илтнĕ Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин "Çар службинчи хастарлăхшăн" (II степень), "Çар службинче палăрнăшăн" (III степень) медальсене тивĕçнĕ ентешĕмĕр. Сăн ỹкерчĕкре: Н.Иванов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика