13 марта 2010 г.
_ Чи малтанах çакна палăртам, _ тет Людмила Александровна. _ Халăха пулăшу паракан кирек мĕнле служба та курăмлă. Калăпăр, çыннăн хулана е аякри яла çула тухмалла. Вăл автобус расписанине пĕлет те, палăртнă вăхăта вокзала килет. Билет илчĕ _ ларчĕ, кайрĕ... Анчах çын чирлесе ỹкрĕ пулсан? Юрать-ха, паян кашнин кĕсйинче тенĕ пекех карас телефонĕ пур. Çук пулсан та ыттисенчен ыйтса "Васкавлă пулăшу" чĕнтерме е хăвна сиплекен врачпа калаçса канаш ыйтма пулать. Хальхи саманашăн çакă çĕнĕлĕх мар. Апла пулин те медицина ыйтăвĕ халăхшăн пуринчен те çывăхраххи тата çивĕчреххи пулнă та, пулать те. Акă мĕншĕн пирĕн 400 яхăн специалиста пĕрлештерекен коллектив хăйĕн тивĕçĕпе яваплăхне пуринчен те мала хурать. Тỹрех калатăп, паян тĕп больницăна аякри ялсенче пурăнакансем ĕлĕкхинчен сайрарах çỹреççĕ. Çакă халĕ кашни ял тăрăхĕнчех пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ ĕçленипе çыхăннă. Фельдшер пункчĕсем те унчченхинчен туллирех тата ăнăçлăрах пулăшу пама пултараççĕ. Çавна май Елчĕкрен аяккарах пурăнакансем хăйсемех чи малтан медпункта е офиса çул тытаççĕ. Вĕсем çакна лайăх ăнланаççĕ: малтанхи пулăшу паракансем юнашарах. Акă, офис врачĕсем пурте пĕтĕмĕшле сиплев тата сывату енĕпе ятарлă курссем пĕтернĕ. Унччен вĕсем терапи е шăл тухтăрĕ кăна пулнă пулсан, паян ытти чирсене те тĕрĕс палăртма тата хăйсемех лайăх сиплев йĕркелеме пултараççĕ. Врач офисĕсене пурне те чи кирлĕ диагностика тата сиплев хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Акă, Çирĕклĕ Шăхалĕнче хăй вăхăтĕнче шăл сурнине кăна сипленĕ, халĕ вара ытти чылай чире те çăмăллăнах палăртаççĕ тата чĕртеççĕ. Врач алли айĕнчех чăн-чăн лаборатори - диагностика анализаторĕ пулни ыратнин сăлтавне _ чир паллине çийĕнчех уçăмлатма май парать. Апла пулсан, офис специалисчĕ сĕнмесĕр тĕп больницăна вăхăт ирттерсе тата укçа-тенкĕ тăкакласа çỹреме те кирлĕ мар. Чирлĕ çыннăн выртса сипленмелле пулсан та кулянма кирлĕ мар. Тĕп больницăн Аслă Пăла Тимешри филиалĕнче, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Шăмалакри, Аслă Таяпари офиссенче кăнтăрлахи стационарсем ĕçлеççĕ. Йывăр чирлисене е операци тумаллисене офис врачĕ тĕп больницăна талăкĕпех сипленме ăсатать. Вĕсемех кирлĕ чухне "Васкавлă пулăшу" чĕнсе илеççĕ. Çийĕнчех пулăшмалли уйрăмра пысăк квалификациллĕ врачсемпе фельдшер-сестрасем çителĕклĕ. Чĕннĕ çĕре кайма ятарлă ултă машина уйăрнă. Вĕсем çинче чирлĕ çынна пĕрремĕш пулăшу памалли ку чухнехи хатĕр те, эмел таврашĕ те çителĕклех. Медиксем профилактикăпа диспансеризаци енĕпе ытларах ĕçлеççĕ. Юлашки çулсенче вилекенсен йышĕ ытларах пулни ун çине тата ытларах тимлĕх уйăрма хушать. Хăвăрах шутласа пăхăр-ха, халĕ арçынсем вăтамран утмăл çултан та каярах пурăнаççĕ. Хĕрарăмсен ĕмĕрĕ те 15 _ 20 çул каяллинчен палăрмаллах кĕскелнĕ. Шел пулин те, çакă халăха медицина пулăшăвĕ çителĕксĕр панипе çыхăнман. Тĕслĕхрен, диспансеризаци йĕркеллех пулса пырать. Çакă çыннăн сывлăхне пур енлĕн тĕрĕслесе хаклама, тепĕр чухне хăйне ырă-сывă туяканрах мĕнле те пулин чир вăй илме пултарасси таранах пĕлме, çапла вара çийĕнчех сиплеме пуçлама, пациент сывлăхне упрама, апла пулсан, унăн ĕмĕрне тăсма май парать. Сикекен е ытти йышши чылай чирсене пỹлес тесе, ятарлă план тăрăх, прививка тăватпăр. Юлашки çулсенче чĕрепе е юн пусăмĕ ылмашăннипе аптăракансем йышланнине шута илсе, вĕсене уйрăммăн шута илетпĕр тата тĕллевлĕ пулăшу паратпăр. Ку енĕпе районсем хутлăхĕнчи Канашри ятарлă центрпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çапах та çакă пăшăрхантарать пире, сиплевпе диагностика пахалăхĕ лайăхланнă тата пулăшу ĕçĕн витĕмлĕхĕ ỹснĕ пулсан та, кашни пин çын йышĕпе шутласан, вилекенсен шучĕ самай пысăкки. Çак инкекрен хăтăласси _ пирĕн тĕп тĕллев. Чăннипе кунта çын хăйне хăй сыхлама тата упрама тăрăшни, пурăнас ĕмĕтлĕ пулни кăна кирлĕ. Тỹрех калатăп, медицина питех те вăйлă халĕ. Темиçе çултанпа ăнăçлă пурнăçланса пыракан "Сывлăх" наци проекчĕ сывлăх сыхлавĕнчи революци вырăннех пулчĕ тесен те йăнăш пулас çук. Çапах та... кĕреш пек арçынсем, çапсан тимĕр татмалли çынсем хăйсен ирĕкĕпе пурнăçран кайни хытă шухăшлаттарать пире. Калăпăр, çакăнса е ытти майпа хăйне вĕлерекенсене "ырлăхран ырса" тесе каласан та çылăх мар. Е тата ĕçкĕпе иртĕхсе, урă кун курманран инкеке лексе пурнăçран уйрăлакансене кам тесе хакламалла? Юрать-ха, алли-урине амантнисене е сивĕре ỹксе тăм илтернисене (больницăна илсе килме ĕлкĕрнисене) чылайăшне çăлса хăварма май килет. Çав сăлтава пулах тата хăйсем пирус туртса выртса пушар кăларса çунса кĕлленни пирки мĕн калама пĕлмелле? Çавăнпа та манăн пурне те илтĕнмелле, чĕри патне илмелле кăшкăрсах калас килет: хăвăра шеллеме тата хĕрхенме пĕлĕр! Чирлес-мĕн пулсан, тỹрех тухтăр патне кайăр! Сипленме пĕлни тата тăрăшни _ пурнăçа тăсни. Тĕпрен илсен, больницăн пурлăх никĕсĕ япăх мар халь. Кадрсем енĕпе те йывăрлăхсем çукпа пĕрех. Медицина ĕçченĕсен, уйрăмах офисра тăрăшакансен шалуне ỹстерни пысăк витĕм кỹчĕ. Чăнах та, паянхи кун икĕ врач _ лаборантпа реаниматолог вакансийĕ пур. Анчах вĕсем пирки кăçал вĕренсе тухакансемпе калаçса татăлнă. Фельдшер пункчĕсенче (вĕсенчен пĕрне те хупман эпир) _ пуринче те опытлă сестрасем. Курнавăшри Надя Смирнова ырă ĕçĕпе "Сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ" ята тивĕçнĕ. Кармалти Таня Федорова, Тĕмерти Оля Козлова, Кĕçĕн Таяпари Валентина Головина та пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ. Чăваш Тăрăмĕнчи Эльвира Фомина, çамрăк пулсан та, ĕçе пĕлсе, тĕплĕ тунипе савăнтарать. Офис врачĕсенчен Эльвира Кузнецова, Алина Васильева, Светлана Алюнова тата Светлана Скворцова ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Тĕп больницăри чи опытлă тата халăхра ырă ят илнĕ Анатолипе Любовь Молоствовсене, Владимир Катайкина, Николай Патшина, Владимир Петрова, Александр Лапшина, Юрий Пыльчикова ăшă сăмах каласах килет. Çапах та чылай çын хăй сывлăхне упрасси çине çиелтен пăхни, чир лексен тухтăр патне кайма васкаманни сисĕнет-ха. Çакна ялан асра тытасчĕ: никамшăн та ĕмĕр иккĕ килмест. Апла тăк ăна сывлăхлă, хăвшăн та, тăванусемпе обществăшăн та усăллă пурăнса ирттермелле.