Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха результатсемпе савăнтарчĕç

13 марта 2010 г.

Нумаях пулмасть Патреккелĕнчи спорт залĕнче пысăк ăмăрту пулса иртрĕ. Йывăр атлетикăна кăмăллакан çамрăксем пĕр тăван Клементьевсен ячĕпе иртекен турнирта вăй виçрĕç. Çак турнир пуçласа 1988 çулта Елчĕк ялĕнче иртнĕччĕ. Унтанпа кашни çулах Клементьевсен тăван ялĕнче _ Патреккелте. 23-мĕш турнира Елчĕк районĕнчи виçĕ коллектив, Патăрьел районĕ тата Шупашкар хули хăйсен чи вăйлă спортсменĕсене янă. Унчченхи çулсенче Улатăр, Вăрнар, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен тата Ульяновск хулинчен çамрăк штангистсем çак ăмăртăва килетчĕç. Хамăр районтан та çич-сакăр коллектив турнира хутшăнатчĕ. Халĕ помост хуçисем те пĕр спортсмен та тăратайман. Кризис?! Çапах та турнира хутшăнма кăмăл тунă атлетсем паха кăтартусемпе куракансене савăнтарчĕç. Ăмăрту судйисем хĕрсенчен чи пултарулли Аслă Пăла Тимешри М.Портнова тесе палăртрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Курнавăшри Е.Ертмаковăпа Патăрьелĕнчи М.Камасова. 32 тата 34 килограмлă виçесенче Д.Пробкинпа А.Ефимов çĕнтерỹ турĕç. Иккĕшĕ те Курнавăш ял тăрăхĕн командин чысне хỹтĕлерĕç. Республика рекордсменĕ В.Викторов йывăр атлетикăпа туслашни тăватă çул çитет. Елчĕкри вăтам шкулта çиччĕмĕш класра вĕренекен çамрăк çăмăллăнах чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Унăн юлташĕ, пĕрремĕш разрядлă спортсмен А.Шляпин 42 килограмлă спортсменсем хушшинче малти вырăна тухрĕ. Асăннă виçесенче призерсен шутне Курнавăшри В.Новиков, А.Грибов, П.Аверьянов тата Патăрьелĕнчи Н.Фролов кĕме пултарчĕç. Курнавăшри А.Ивановпа Д.Курчин 50 килограмлă атлетсем хушшинче ăмăртса Патăрьелĕнчи Д.Давыдова тивĕçлĕ конкурентсем пулаймарĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене анчах пайларĕç. Тепĕр виçере вара А.Патшин (Елчĕк) хăйĕн патне никама та çывăха ямарĕ. Вăл _ чемпион. Унăн командăри юлташĕ А.Александров кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăнта _ Патăрьел спортсменĕ Д.Маллин. Тата йывăртарах виçеллĕ категорисенче Елчĕкри А.Викторовпа Н.Васильев, Патăрьелĕнчи В.Леонтьев тата Шупашкарти СССР спорт мастерĕ Ю.Балтаев палăрчĕç. С.Мальков, Н.Портнов (иккĕшĕ те Елчĕк командинчен), С.Прохоров (Çĕнĕ Пăва) вĕсенчен нумай юлмарĕç. Чи йывăр штангăна Раççей спорт мастерĕ И.Ишмуратов парăнтарчĕ. 40 çулхи ветеран Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ, кунтах штангăпа туслашнă, халĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Патреккел помосчĕ çинче вăл 145 килограмлă штангăна парăнтарчĕ, ветерансен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче СССР спорт мастерĕсем С.Казаков (Шупашкар) тата И.Калля (Çĕнĕ Шупашкар) вырнаçрĕç. Коллективсем хушшинче Елчĕк ял тăрăхĕн спортсменĕсем чи пултаруллисем пулчĕç. Курнавăш тăрăхĕн команди иккĕмĕш кăтарту турĕ. Аслă Пăла Тимешри "Юман" спортклуб виççĕмĕш степеньлĕ дипломпа килне таврăнчĕ. Ăмăртăва ăнăçлă ирттерсе яма Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ (В.Сайкин), райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ (Л.Левый), "Прогресс" ЗАО (П.Скворцов), Т.Теплова уйрăм предприниматель, Патреккелĕнчи тĕп шкул коллективĕ (О.Петрова) пысăк пулăшу пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика