Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр хыççăн пуянлăх хăварар

10 марта 2010 г.

 Юлашки çулсенче архивсен пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ỹсрĕ. "Çул çинче, каялла çаврăнса пăхсан, тепĕр ăс кĕрет", _ тенĕ халăхра. Чăнласах, архивра упранакан документсем _ пысăк пуянлăх. Паянхи кун тĕлне районти архивра 180 фондри 20077 документ упранать. 10 çул каялла çак кăтарту чылай сахалтарах пулнă. Документсене упрама хатĕрлесси _ кăткăс та ответлă ĕç. Çĕршер ĕç хушшинче чи кирлисене, пулас ăрушăн кăсăклисене çеç суйласа илмелле-çке. Çакна палăртса хăварасшăн, чылай предприятисемпе учрежденисенче документсене упрамалли ятарлă пỹлĕмсем пур, вĕсемпе ĕçлекен яваплă çынсене те палăртнă. Йĕрке пур, руководитель ответлăха туйса ĕçлет пулсан _ унта кирлĕ документсем çухалмаççĕ. Ку енĕпе "Комбайн", "Прогресс", "Труд" хуçалăхсем, район прокуратури, Раççей Федерацийĕн казначействин республикăри управленийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ лайăх ĕçленине палăртса хăварас килет. Пурнăç малалла аталанса пынă май, çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçăлмалла пек туйăнать, анчах та юлашки çулсенче хупăнакан предприятисем йышланчĕç. Паллах, вĕсенчи документсене вырăнта ĕçлекенсен ответлăха туйса сыхласа хăварма тăрăшмалла. Паянхи кун тĕлне архивра ĕçлеме пăрахнă хуçалăхсен ĕç укçи кĕнекисем 3406 упранаççĕ. Халăх ыйтăвне тивĕçтерессине те хамăрăн тĕп тивĕç тесе шутлатпăр. Анчах та юлашки çулсенче ĕç укçи, стаж пирки ыйтса инçетрен килекен çырусем те палăрмаллах нумайланчĕç. Апла пулин те эпир кашни килекене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме архив-ра упранакан ял совечĕсен хуçалăх кĕнекисем (1990 çул таран), "Ĕç ветеранĕ", "1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн", "Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа", нумай ача çуратса пăхса ỹстернишĕн панă медальсем çинчен калакан документсем пысăк усă параççĕ. Пурнăç кустăрми малалла шунă май район историне, ялсен ĕлĕкхи кун-çулне тĕпчекенсем йышланса пыраççĕ. Вĕсем архив докуменчĕсемпе нумай усă кураççĕ Тăван ен историне тĕпчекенсене: К.Леонтьевăна, В.Московскине, В.Вастуловăна тата ыттисене те ырă сăмахпа аса илес килет. Вĕсем чăнласах та пулас ăрушăн пуян истори хăварассишĕн тăрăшса вăй хураççĕ. Пирĕн район кун-çулĕ _ архиври документсенче. Çавăнпа та предприятисенче, организацисенче, учрежденисенче тăрăшакан яваплă çынсене документсене упраса хăварас тесе тимлĕрех пулма чĕнсе калас килет. Çакна манас марччĕ: "Архивсăр учреждени _ ăс-тăнсăр çын евĕрех".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика