10 марта 2010 г.
Район прокуратури предприятисемпе организацисенче тĕрĕслевсем ирттернĕ май ертỹçĕсем Раççей Федерацийĕн "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" Саккунăн 25 статйин 3 пунктне пăхăнманнине тупса палăртнă. "Арланово" ОООри, Карл Маркс ячĕллĕ, "Комбайн", "Кушкă", Ленин ячĕллĕ, "Марс" ЯХПКсенчи, "Улăп" Спорт керменĕнчи, "Елчĕкри çăкăр пĕçерекен завод" ОООри, "Елчĕк крахмалĕ" агрофирмăри, ММПП ЖКХри, "Елчĕк пасарĕ", "Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕ", "Елчĕкри сельхозхими" предприятисемпе организацисенчи ертỹçĕсем 2007-2009 çулсенче вакантлă должноçсем пирки пĕлтерсе Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра уйăхсерен информаци тăратман. Асăннă ертỹçĕсем тĕлĕшпе район прокуратури Елчĕк район судне 14 тавăç тăратнă. Район сучĕ вĕсене пăхса тухнă, ыйтса çырнине тивĕçтернĕ.