10 марта 2010 г.
Алексей Московский хăйĕн юррисемпе ваттине те, вĕттине те савăнтарать. Районтисене анчах мар, тĕп хуламăрпа унăн тулашĕнчи куракансене те тыткăнлама пултарнăшăн кашни Елчĕк çынни савăнать, мăнаçланать, паллах, ентешĕмĕрпе. Илĕртỹллĕ те чуна çывăх сассипе анчах мар, çыпăçуллă тумĕпе те илĕртет вăл. Концерт вăхăтĕнче Алексей миçе тум улăштарать тетĕр? Сахалтан та вуннăран кая мар. Çакă вăл куракансемшĕн тăрăшни, концерта пуянрах тата нумайлăха асра юлмалла тăвас тени. Мĕн çамрăкранах юрлама юратнă Алексей. Куракансен юратăвне шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çĕнсе илме пултарнă уçă саслă каччă. Пиллĕкмĕш класранах Алексей шкул хорĕн солисчĕ пулнă.12-13 çулсенче гитарăпа ăста каланă арçын ача. Музыка инструменчĕсемпе выляма пултарни, юрлама юратни несĕлсен юнĕнчех чупнă ахăр. Аслашшĕ _ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Ефимович паянхи кун та балалайкăпа выляма кăмăллать. Ашшĕ-амăшĕ те юрă-кĕвĕ тĕнчине çывăх. 9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах А.Московский юлташĕсемпе пĕрле "Круиз" ушкăн йĕркеленĕ, район шайĕнчи тĕрлĕ концертсене хутшăннă. "Чăваш Ен чечекĕсем" конкурс-фестивальте лауреат ята тивĕçни уншăн пĕрремĕш çитĕнỹ пулнă. Çапах та юрăç пуласси пирки шутламан та ун чухне Алексей. Çак пысăк çул çине пур-нăç хăйех çа-вăрса тухнă ăна. Шкул пĕ-тернĕ хыççăн Алексей Московский Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологипе культурологи факультетне вĕренме кĕрет. Елчĕкре чухнех вокалпа инструментсен ансамблĕнче бас-гитаристра вылянăскере, университетра "Самант" ушкăн йĕркелесе ярасси кăткăсах пулман. А.Никитин ертсе пыракан "Янташ" ушкăн юрăçисемпе пĕрле концертсем йĕркелеççĕ вĕсем. Кĕçех Петр Ермолаевпа паллашать çамрăк. "Ансат" ушкăн йĕркеленет. Юрă тĕнчинче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать Елчĕк каччи. 2004 çулта Пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса тăрать. Чăваш радио, чăваш телевиденийĕ йĕркелекен "Кайри-мала", "Тăр-тăри" хит-парадсен çĕнтерỹçинчен ĕнтĕ халĕ хула урамĕнче тĕл пулакансем те концерт хăçан пуласси пирки ыйтма пуçланă. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса чылай Хисеп хучĕпе тав çырăвĕсем илме тивĕç пулнă Алексей. Çапах та чи хакли уншăн гитарăпа выляса пуçласа Елчĕкре çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕ. А.Московский хальхи вăхăтра çемьеллĕ. Телейлĕ мăшăр икĕ ача çитĕнтерет. Богданпа Яна пĕчĕккĕллех ашшĕ-амăшĕ пек йăрă та вăр-вар. _ Мĕнле паллашнă-ха эсир пулас мăшăрăрпа?_ ыйтăва илтсен Алексей кăмăллăн йăл кулать. _ Концерт хыççăн, _ тет вăл. Концерт вăхăтĕнче панă чечексен хушшинче хут татки асăрханă каччă, унта телефон номерĕ. Çак номерпе шăнкăравланă та Алексей хăйĕн шăпине татса панă. Çĕрпỹ районĕн пики Регина пуян чун-чĕреллĕ, илĕртỹллĕ. Çавăнпах тыткăнланă та ĕнтĕ вăл эстрада çăлтăрне. Концертсен вăхăтĕнчи чи кăсăклă саманта аса илет юрăç. _ Гастрольсене час-часах çỹренĕрен темле лару-тăрăва та лекме пулать. Раççейри тĕрлĕ хулара пулма тỹр килчĕ: Мускавра, Томскра, Санкт-Петербургра, Тюменьте, Хусанта, Чĕмпĕрте... Чĕмпĕрте тенĕрен, пĕринче Чĕмпĕр облаçĕнче кăсăклă лару-тăрăва лекрĕм. Сцена çине васкаса тухнă май пуçпа алăк тăррине çапăнтăм. Вăйлă çапăннăран юрă сăмахĕсене те манса кайнă. Музыкăна янă, халăх юрăçа кĕтет. Пуç ыратать. Пит-куç пĕçерет. "Най-най-най" тесе юрласа тухрăм. Çапла çав, çухалса кайманни кирек хăçан та чи кирли. Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Алексей тĕп хуламăрта пысăк концерт йĕркелет. Ентешĕмĕр концертне çитсе курма ĕмĕтленекен хăш та пĕр предприятисен коллективĕсем билетсем саккас пама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Чăн та, çурхи кунсем çитнĕ май чĕре тем çĕннине, ыррине кĕтет. Алексей Московский концертĕнче çав çĕннине, ыррине тупатăнах. Хăйĕн концертне пурне те йыхравлать Елчĕк каччи.