Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет-акци йĕркеленĕ

06 марта 2010 г.

 Тĕп библиотека ĕçченĕсем районти вулакансемпе Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли" Çырăвне сỹтсе явас тĕллевпе Интернет-акци йĕркелерĕç. Унта вулавăш çумĕнче ĕçлекен "Кăвак çулăм" клуб членĕсем, ялсенчи тĕрлĕ çулсенчи хастар вулакансем хутшăнчĕç. Интернет-акци вăхăтĕнче вулакансем Чăваш наци библиотекин "Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли" ятпа йĕркеленнĕ виртуаллă куравĕпе та паллашрĕç. Асăннă курав 8 пайран тăрать.Унпа тĕплĕнрех наци библиотекин сайтне кĕрсе паллашма пулать. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Президент Çырăвне пурнăçа кĕртсе пырас тĕллевпе ятарлă план та йĕркеленĕ. Плана вĕсем çĕнĕ технологи хатĕрĕсем пулăшнипе çывăх вăхăтра Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе район пуçлăхĕ Н.Миллин хушшинче тỹрĕ çыхăну йĕркелессине те кĕртнĕ. Çак çыхăну пулăшнипе ветерансем килĕсенчен тухмасăрах район пуçлăхне тĕрлĕ ыйту парса вĕсем çине тулли хуравсем илме пултарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика