Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача тăтăшах чирлет...

06 марта 2010 г.

Ача тăтăшах чирлет... Эпĕ ĕçлекен участокра 911 ача учетра тăрать. Вăл шутран çулталăка çитмен 35 пепке."Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, тин çуралнисенчен пуçласа аслă классенче вĕренекенсене те прививкăсене вăхăтра тăватпăр. Юлашки çулсенче грипп вăйлă алхаснине пула ачасене унран сыхлатпăр. 3 çулхи пепкесенчен пуçласах грипран прививка тăватпăр. "Ман ача тăтăшах шăнса пăсăлать. Пĕрре те ан чирлетĕр тесен мĕн тумалла-ши?" _ тенине илтме тивет час-часах ашшĕ-амăшĕнчен. Чăнах та, хăш-пĕр ачасем тăтăшах чирлеççĕ. Раççей педиатрĕсем çапла шутлаççĕ: çулталăкра 1 çула çитмен ача 4 е ытларах хут шăнса пăсăлать пулсан, 1-3 çулхи _ 5 е ытларах сывлав çỹлĕсен инфекцийĕ ертсен, 4-5 çулхи _ 5 е ытларах, 5 çултан аслăраххи 4 хутран ытларах чирлет пулсан, вĕсене час-часах чирлекенсен йышне кĕртеççĕ. Паллах, ача пĕрре чирлемесĕр пурăнма пултараймасть. Çапах та сайрарах чирлетĕр тесе тăрăшмалли майсем нумай. Чи малтанах витаминлă çимĕçсем çитермелле, кун йĕркине çирĕплетмелле. Унăн нумайрах çывăрмалла, çывăрас умĕн каçхине уçăлса çỹремелле. Чир-чĕр анлă сарăлнă тапхăрта пепке çын пухăнакан вырăнсене тухассинчен пăрăнмалла. Енчен те çемьере кам та пулин чирленĕ пулсан _ унăн ача патне пымалла мар. Марля маскăсемпе усă курмалла, алăсене час-часах çумалла. Паллах, пỹртре пирус туртмалла мар. Çавăн пекех врач палăртнă прививкăсене вăхăтра тумалла. Пепкешĕн ỹт-пĕве пиçĕхтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çывăрнă чухне форточкăна уçни те лайăх. Ытлашши хулăн тăхăнтартни те сывлăхшăн сиенлĕ. Ỹт-пĕве мĕн пĕчĕкрен спортпа пиçĕхтернин усси пысăккине пурте пĕлетпĕр. Пепкен организмне кăкăр ĕмĕртнĕ чухнех шывпа пиçĕхтерсен аван. Ачана шывпа сапнă чухне вăл çăвăнтарнă чухнехинчен 2-4 градус сивĕрех пулмалла. Шыв температурине 30-32 градусран 18 градуса çитермелле, кашни виçĕ кунтан 2-3 градус чакарса пымалла. Икĕ çултан иртнĕ ачасемпе ытларах урамра уçăлса çỹремелле. Сивĕ сывлăш шăнса пăсăлтармасть, пачах урăх майлă, тĕрлĕ вируса пĕтерет. Çавăнпа хĕллехи кунсенче уçăлма тухассинчен хăрама кирлĕ мар. Енчен çу кунĕсенче ача-пăча çарран чупас тет пулсан, тархасшăн, ан чарăр ăна. Уттăр, чупттăр çерем çинче. Вăл шăнасран шикленни кăлăхах. Урамра сивĕ шывпа сапăнни е хĕл кунĕнче вакра шыва кĕни вара пĕчĕкскерсемшĕн усăллă пулмĕ.  Сăн ỹкерчĕкре: Н.Кускова ача сывлăхне тĕрĕслет. В.Кириллова сăн ỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика