06 марта 2010 г.
Элекçей Тимешри фельдшерпа акушер пункчĕ инçетренех илемлĕн çуталса ларать. Пĕлтĕр Елчĕк ял тăрăхĕ территорине тирпей-илем кĕртес, компактлă, комплекслă çуртсем тăвас енĕпе республикăри проекта хутшăнса грант çĕнсе илме пултарчĕ. Çавна май республика ял тăрăхне укçа-тенкĕпе тивĕçтерчĕ. Ăна ялсенчи культурăпа сывлăх, вĕрентỹ учрежденийĕсене юсама ячĕç. Элекçей Тимешри фельдшерпа акушер пункчĕ, ялти ремесла çурчĕ тĕпрен çĕнелсе илемленчĕç. Пункта тĕпрен юсама 1 миллион тенкĕ ытла кайнă. Элекçей Тимешре 385 çын пурăнать. Вĕсен сывлăхĕшĕн Патреккелти пĕтĕмĕшле практика врачĕ Л.Миллина тăрăшать. Участокри педиатр Г.Уфукова вара пĕчĕк ачасен сывлăхĕшĕн тимлет. Врачсем эрнере пĕр кун яла килсе тăраççĕ пулсан, ялти фельдшер вара яланах вырăнта. Галина Иванова Канашри медицина училищи хыççăн кунта ĕçлеме килнĕ. Хăй суйласа илнĕ профессие юратать Галина Валерьевна. Ĕç стажĕ те пĕчĕк мар унăн _ 21 çул ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшать. Элекçей Тимешсем те харсăр фельдшера хисеплеççĕ, юратаççĕ. Вăл пĕччен пурăнакан ватăсем , тыл ветеранĕсем, пĕчĕк ачасем патне килĕсене кайса çỹрет. Галина Иванова врачсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса чирлисене тĕплĕ сиплет. Ăна ĕçре Эльза Иванова санитарка пулăшса пырать. Фельдшер пунктĕнче час-часах сывлăх занятийĕсем иртеççĕ. "Гипертони чирĕ", "Сахăр диабечĕ", "Сывă ача çитĕнтересси" тата "Вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ" шкулсене çỹрекенсем йышлăн. Ял çыннисем сывлăх учрежденине çĕнетнĕшĕн пуçлăхсене тав тăваççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Г.Иванова.