Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăрту хĕрỹ иртрĕ

03 марта 2010 г.

Ăмăрту хĕрỹ иртрĕ Чăваш Тăрăм шкулĕнче пысăк уяв иртрĕ. Унта Чăваш Тăрăм тата Аслă Таяпа шкулĕсенче вĕренекенсем, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, çар тивĕçне Афган тата Чечен вăрçисенче пурнăçланă ĕнерхи салтаксем, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи _ Афган вăрçин участникĕ П.Анисимов тата ыттисем пуçтарăнчĕç. Уява Н.Казакова вĕрентекен уçрĕ, пухăннисене çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе саламларĕ. Салам сăмахĕсем çумне килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç. Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Малов вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул" юбилей медалĕсемпе чысларĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем пысăк концерт лартса пачĕç. Концерт хыççăн йĕл-тĕрçĕсен чупăвĕ йĕркеленчĕ _ вĕренекенсем 6 ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Хĕрỹ тупăшу вăхăтĕнче кĕçĕн классенче вĕренекен М.Кузнецова, Т.Галкина, А.Галкина, Д.Павлов, Н.Такмаков, А.Алексеев малти вырăнсене тухма пултарчĕç. 5-7-мĕш классем хушшинче А.Алексеева, К.Лазарева, Е.Кузнецова, Р.Дергачев, П.Павлов, В.Большаков, аслă классенчен Н.Николаева, А.Большакова, Е.Петрова, Ю.Кошкин, А.Краснов, Д.Абрамов призлă вырăнсене йышăнчĕç. Чăваш Тăрăм шкулне П.Анисимов куçса çỹрекен кубокпа волейбол мечĕкĕ парнелерĕ. Чупăва йĕркелесе ирттерекенсем Афган вăрçин участникĕ, Канаш хулинчи воин-интернационалистсен организацийĕн ертỹçи Юрий Львовпа унăн пулăшаканĕ Александр Афанасьев пулчĕç. Иккĕшĕ те тăван шкулпа тачă çыхăнура. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкула çăмăл атлетсен формисене парнелерĕç. Кăçал çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсем, медальсем, пĕчĕк кубоксемпе тĕрлĕ фигурăсем парнелерĕç. Ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнă спонсорсене Ю.Львовпа А.Афанасьева, Канаш хулинчи "Молочный двор" предприятин генеральнăй директорне А.Казакова тата ыттисене те пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Тепĕр çул çак ăмăртăва ытти шкулсенче вĕренекенсене те явăçтарасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика