Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешỹçĕсем Кушкăра

03 марта 2010 г.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсемпе çулсеренех районта тата республикăра тĕрлĕ ăмăртусемпе чемпионатсем йышлăн иртеççĕ. Нумаях пулмасть кĕрешỹçĕсем Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ирттернĕ уçă турнира хутшăнчĕç. Малтанах 1997 çулта çуралнă спортсменсем тупăшрĕç. Чи çăмăл виçере (28 килограмм) Д.Александров (Елчĕк) _ пĕрремĕш, А.Иванов (Патăрьел) тата Ю.Александров (Канаш) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Ытти виçесенчи çĕнтерỹçĕсем: 30 килограмм: 1. А.Николаев (Шупашкар). 2. Д.Дергунов (Кушкă). 3. П.Александров (Шупашкар). 33 килограмм: 1. А.Блинов. 2. З.Юсупов (Кушкă). 3. Д.Павлов (Патăрьел). 36 килограмм: 1. Р.Чернов (Аслă Елчĕк). 2. С.Григорьев (Комсомольски). 3. Д.Дергунов (Кушкă). 1995-1996 çулсенче çуралнă спортсменсенчен 42 килограмлă виçере В.Пыркин (Патăрьел), С.Марков (Шупашкар), Н.Федоров (Канаш) призерсен йышне кĕчĕç. Çак çулсенче çуралнă ытти виçесенчи призерсем: 46 килограмм: 1. Э.Адюков (Аслă Елчĕк). 2. А.Николаев (Кармал). 3. Г.Зайцев (Кушкă). 50 килограмм: 1. К.Волков (Шупашкар). 2. А.Сеприханов (Патăрьел). 3. Р.Галимов (Кушкă). 1994 çулта çуралнă тата аслăрах шкул ачисенчен Д.Газеев (Патăрьел), А.Дмитриев (Кушкă) тата А.Мольков (Аслă Елчĕк) 50 килограмлă виçере çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Ытти çак кĕрешỹçĕсем малти вырăнсене йышăннă: 55 килограмм: 1. П.Зайцев. 2. Б.Баскаков (Кушкă). 3. А.Яфизов (Патăрьел). 60 килограмм: 1. Д.Васильев. 2. В.Тимофеев (Шупашкар). 3. Э.Дергунов (Кушкă). 66 килограмм: 1. Д.Козлов (Кушкă). 2. Я.Крылов (Комсомольски). 3. А.Егоров (Кармал). Аслисем хушшинче кĕрешỹ питĕ çивĕч иртрĕ. 74 килограмлă тата йывăртарах виçесенче Шупашкар каччине А.Батракова тата Кушкă спортсменне А.Ахметзянова çитекенни пулмарĕ. Çавăн пекех Д.Галошев (Кушкă) тата П.Федоров (Кармал) призлă вырăнсене тивĕçрĕç. Çак уçă турнира хутшăнма кăмăл тунă хĕрсем хушшинче 40 килограмлă виçере К.Соколова тата А.Соколова (Аслă Елчĕк спортсменкисем) пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика