Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура чыс килет авалтан

03 марта 2010 г.

Ĕçне кура чыс килет авалтан Писатель, поэт, публицист, Раççей писателĕсен тата Чăваш художникĕсен союзĕсен членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 6 кĕнеке авторĕ Василий Эктел пурăннă пулсан нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче 60 çул тултарнă пулĕччĕ. Шел пулин те, пурнăçран ытла та ир уйрăлса кайрĕ вăл. Шăп вăл çуралнă кун В.Эктелĕн тăван ялĕнче _ Лаш Таяпари культура çуртĕнче çыравçăна халалласа асăну кунĕ тата пуçласа пĕрремĕш хут "Кĕрешỹ" турнир пулса иртрĕ. Ентешĕмĕре асăнма республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасем _ Василий Эктелĕн пиччĕшĕ, СССР журналисчĕсен тата Раççей Федерацийĕн писателĕсен союзĕсен членĕ, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Сидоров, Эктелĕн юлташĕсем _ Чăваш Республикин педагогика университечĕн доценчĕ Николай Енилин, Николай Жирнов писатель, Александр Вражкин журналист, Чăваш телевиденийĕн журналисчĕ Марина Карягина тата ыттисем килсе çитрĕç. Кашниех вĕсем ентешĕмĕрĕн пултарулăх лаççинче канăç курмасăр тăрăшнă ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕç. Райадминистрацин культурăпа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ А.Александрова, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Малышкин та çыравçăн ырă енĕсене палăртса хăварчĕç. _ Пултаруллă çынсем вĕсем часах çунса пĕтекен çурта евĕр. Çуттине парса хăвараççĕ те çухалаççĕ. Çак çутă вара пирĕнпе ĕмĕрех юлать, пире çутатса тăрать, _ палăртрĕ Исемпелĕнче çуралса ỹснĕ Николай Жирнов çыравçă. "Тинĕсри çивĕч куçлă кĕсменçĕ Тытать киммине саманамăрпа тан. Кун-çул çаврăмне çухрăмпа çеç виçмеççĕ _ Ĕçне кура чыс килет авалтан", _ пурăннă чухне çак сăмахсене автор хăй çинчен çырнă евĕрех килсе тухнă. Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем В.Эктеле халалланă литературăпа юрă-ташă композицийĕпе паллашнă май çыравçăн, ỹнер ăстин пултарулăхĕ анлă, тĕрлĕ енлĕ пулнине туйса илчĕç пуçтарăннисем. Шкул çумĕнчи "Улыбка" ача садне çỹрекенсем ĕлĕкхи чăвашсем улах ларнине сăнарлăн кăтартса пани куракансемшĕн уйрăмах кăсăклă самант пулчĕ. Концерт программине Чăваш академи капеллин солисчĕсем пуянлатрĕç. "Елчĕк ен" ентешлĕх ертỹçи Олег Викторов пуçарнипе районти çамрăк çыравçăсене тупса палăртас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе çулсеренех В.Эктел премипе чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Маларах çак премисене Курнавăш шкулĕнчи Т.Курчина, Аслă Таяпа шкулĕнчи Кристина Васильева, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Наталья Ефимова тивĕçнĕччĕ. Кăçал çак сумлă ята Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине ертсе пыракан Н.Леваян вĕренекенĕ М.Ляленко тивĕçрĕ. Вĕренỹ отличници мĕн çамрăкранах сăвă-калав çырма кăмăллать. "Елчĕк ен", "Тантăш" хаçатсемпе туслă çыхăнура Маргарита. Район тата республика шайĕсенче йĕркеленекен пултарулăх конкур-сĕсене хутшăнса пĕрре анчах мар палăрнă. Район шайĕнче иртнĕ "Поэзи çăлтăрĕсем" конкурсра "Автор сăввисем" номинацинче, В.Эктел ячĕпе иртнĕ çамрăк сăвăçсемпе çыравçăсен конкурсĕнче, "Прозăпа поэзи авторĕсем. Журналистика" ятпа йĕркеленнĕ наукăпа практика конференцийĕнче тата ытти тĕрлĕ конкурсра малти вырăнсене йышăннă хĕр. Кунта, паллах, унăн ертỹçин Нина Аркадьевнан тỹпи пысăк. Çамрăк талантсене тупса палăртса вĕсене аталантарса пырас тĕллевпе тăрăшать вĕрентекен. Юрă-ташăра та пултаруллă М.Ляленко. Тĕрлĕ концертсене, конкурссене хутшăнса куракана хăйĕн çепĕç те уçă сассипе тыткăнлать. "Кĕрешỹ" турнир çĕнтерỹçисене Петр Сидоров хăй саламларĕ. Тĕрлĕ категориллĕ виçере палăрнă Владимир Фадеев, Артур Салмин, Евгений Яковлев (Лаш Таяпа), Павел Васильев (Елчĕк), Эдуард Адюков, Александр Седов, Николай Борисов (Аслă Елчĕк), Александр Арефьев (Канаш) райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн тата ăмăртăвăн тĕп спонсорĕн Н.Головинăн призĕсене, Дипломсене тивĕçрĕç. Асăну кунне хутшăннисем мероприяти вĕçĕнче В.Эктелĕн вил тăпри çине çитсе килчĕç. Е.ПЕТРОВА. Сăн ỹкерчĕкре: П.Сидоров В.Эктел премине тивĕçнĕ М.Ляленкопа пĕрле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика