Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçисем те яваплă

03 марта 2010 г.

Малтанхи çулсенче çакна асăрхамарăмăр, анчах кăçалхи сивĕ хĕл кунĕсенче нумай хутлă çуртра вырнаçтарнă стена çине çакмалли газ кăмаки пĕр хутчен анчах мар ĕçлеме пăрахрĕ. Çанталăк ытла сивĕ тăнипе çапла пулчĕ-ши? А. АНДРЕЕВА. Елчĕк ялĕ. Сирĕн ыйту çине "Чувашсетьгаз" ОАОн "Канашмежрайгаз" филиалĕн Елчĕкри газ участокĕн начальникĕ А. М. Львова хуравлать: _ Чи малтанах, газ кăмакисене, котел çинчи шыв ăшăтакан хатĕре, газ плитисене вăхăтра техобслуживани тумалла. Хутмалли сезон пуçланиччен ВДПО специалисчĕсене мăрьесене ятарласа тĕрĕслеттермелле. Юлашки çулсенче нумай хутлă çуртсене кашни çын газпа уйрăммăн хутса ăшăтма тытăннăранпа стена çине çакмалли ют çĕршывра туса кăларнă котелсемпе усă курма тытăнчĕç. Анчах котелсенчи мăрьере, вĕсене вăхăтлă пăхса-асăрхаса тăманнине пула, конденсат пуçтарăннипе вăл пăрланса ларать, çавна пула çуннă каяшсем тулса лараççĕ, кăмака ĕçлеме чарăнать. Кил хуçисен хăйсен те яваплă пулмалла, пурин те котелсемпе кирлĕ пек усă курма вĕренмелле, ку тĕлĕшпе Елчĕкри газ участокĕн специалисчĕсем инструктаж ирттереççĕ. Кăмакасене вăхăтра техобслуживани тумалла, çавăн чухне вĕсен ĕмĕрĕ те вăрăм пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика