27 февраля 2010 г.
Вера Алексеевна Лапшинăна Таяпа Энтри ялĕнчи участокри тухтăр пулма çирĕплетнĕ. Эрнере пĕр хутчен пирĕн ялта пулса чирлĕ çынсене йышăнать вăл. Фельдшер пунктĕнче ăна чирлĕ çынсене йышăнма лайăх условисем туса панă. Çынсем кĕтсе лармалли пỹлĕмре çемçе диван вырнаçтарнă. Ытти пỹлĕмсенче те çутă, хăтлă. Тухтăр йышăнакан пỹлĕме те кĕрсе тухма кăмăллă. Тухтăр яла килсе çỹрени уйрăмах ватă çынсемшĕн меллĕ. Çын ватăлсан чирĕсем те тупăнсах тăраççĕ-çке. Хăш-пĕр ватăсем фельдшер пунктне те çитсе килеймеççĕ. Çакăн пек çынсем патне Вера Алексеевна медсестрапа пĕрле килĕсене кайсах çỹрет, кирлĕ эмелсем çырса парать, тĕрлĕ сĕнỹ-канашпа пулăшать. Унччен йывăр чирлесен те тухтăр-терапевт патне больницăна йышăнăва кĕрес тесе тем вăхăт черет çитессе кĕтсе ларнă. Халь ялшăн тухтăр çирĕплетсе панă, хулари пек. Чылай вăхăт учетра тăракан чирлĕ çын участок тухтăрĕ патĕнче пулаймасан унăн сывлăхне фельдшер пунктне чĕнсе илсех тĕрĕслеççĕ. Пĕррехинче эпĕ ỹксе пуçа ыраттартăм та "Васкавлă пулăшу" машинине чĕнсе илме лекрĕ. Тепĕр кунне Вера Алексеевна яла килсен ман пата киле пычĕ, кирлĕ эмелсем çырса пачĕ. Тухтăр ялти пĕчĕк ачасен сывлăхне те тĕрĕслет. Çулталăкне пĕр хутчен флюорографи витĕр тухман ватăсене пурне те пĕрле пухса автобуспах Елчĕкри больницăна илсе кайса килеççĕ. Ялта хăш-пĕр ватăсем хăйсен юн пусăмĕ ỹснине пĕлмесĕр те пурăнма пултараççĕ. Участок тухтăрĕ ватăсене яла килсе тĕрĕслет, вăхăтра эмелсем çырса парса çак чире йĕркере тытса тăма май туса парать. "Эмеле пĕлсе, вăхăтра ĕçсе тăрсан, апата пĕлсе çисен юн пусăмĕпе чирлĕ çын та нумай çул пурăнма пултарать", _ тесе шанăç парать пире Вера Алексеевна.