27 февраля 2010 г.
Рынокри кăткăслăха сирес тĕлĕшпе хушма мероприятисем пурнăçлани _ общество ĕçне йĕркелени _ ĕçсĕрлĕх шайне чакарать. Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерессипе хушма пулăшу кỹмелли тĕллевлĕ программăна хутшăнса ĕçлени ĕç параканшăн та меллĕ. Вăхăтлăх ĕçе илнĕ çынсем пуррипе усă курнă тапхăрта пысăк квалификациллĕ специалистсем тата тухăçлăрах ĕçлеме пултараççĕ. Асăннă мел тĕрĕслесе пăхмалли хăйне евĕр вăхăт та шутланать, ăна ăнăçлă ирттернĕ çынна яланлăх ĕçе илме пултараççĕ. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăх тỹсекенсемшĕн тупăш çăл куçĕ шутланать. Унта хутшăнакансене шалăвăн 70 проценчĕпе пĕрле пособи те тивĕçет. Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтермелли программăпа килĕшỹллĕн общество ĕçĕ валли районти предприятисемпе тата организацисемпе кăçал 14 килĕшỹ çирĕплетнĕ, вĕсенче вăй хуракан 60 çынна тỹлеме 125490,61 тенкĕ тăкакланă. "Правовая консультация" сахал яваплă юлташлăх, "Бикуловы", "Князевы" хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, "Елчĕкри ЦСОН" предприяти, А.Леонтьев уйрăм предприниматель те çынсене хăйсен коллективĕсене вăхăтлăх ĕçе илме пултарни çинчен пĕлтереççĕ. Çынсене обществăлла ĕçе явăçтарассинче районти ял тăрăхĕсем те пуçарулăх кăтартаççĕ. Вăхăтлăх ĕçе илнĕ çынсем территорие тирпей-илем кĕртессинче, ял тăрăхĕсенче йĕркелесе пыракан хуçалăх кĕнекисене тултарса çырассипе нумай вăй хураççĕ. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацине ку енĕпе уйрăммăн палăртса каламалла. Кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче анчах кунта 9 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панă. Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче районĕпе пурĕ 60 çынна обществăлла ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсенчен 8-шĕ (13 проценчĕ) _ 16-29 çулсенчи çамрăксем, 68 проценчĕ _ хĕрарăмсем. Çулталăк вĕçлениччен тата 192 çынна обществăлла ĕçе явăçтарма палăртатпăр. Предприятисемпе организацисен ертỹçисем хушма ĕç вăйĕ кирли çинчен халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра кирек хăш вăхăтра та пĕлтерме пултараççĕ.