27 февраля 2010 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Ильфпа Петров çырса кăтартнă Остап Бендер йышши çынсем паянхи кун та пурăнаççĕ, халăха улталаса укçа "çапаççĕ". Çакна юлашки вăхăтра Кавал, Аслă Елчĕк, Каркалар, Петровка тата ытти ялсенче пурăнакансем, уйрăмах ватăсем, хăйсен тĕслĕхĕнчен курса ĕненнĕ. Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Кавал ялĕнче пурăнакан Волкова тата Усова ватăсем патне (хушаматсене улăштарнă) икĕ хĕрарăм пырса кĕнĕ. Хăйсене социаллă работниксем тесе ĕнентернĕ пулсан та вĕсем ватăсен пурнăçĕпе интересленсех кайман, ун вырăнне хĕрарăмсене килте усă курмалли техника _ çĕçĕсен пуххине, алăпа çавăрса пахча çимĕç турамалли хатĕре, массаж тумалли препарата йỹнĕ хакпа туянма сĕннĕ. Те сутуçăсен сар çу пек сăмахĕсем илĕртнĕ, те ниçта тухса çỹремесĕрех кирлĕ япаласем туянма май пурри савăнтарнă ватăсене, вĕсем çỹлерех асăннă таварсене хаклашса тăмасăрах туянса юлнă. Пĕри 5 пин тенкĕ, тепри 8 пин тенкĕ кăларса тыттарнă. "Куç пăвни" иртсе кайсан вĕсем хăйсене чике тăршшĕ улталанине туйса илнĕ. Кун пек чухне кама евитлемелле? Паллах, милици работникĕсене. Милицин участокри уполномоченнăйĕ Э.Никонов темиçе кун иртсен "Остап Бендерсене" кỹршĕ ялта тытса чарнă, ватăсемпе куçа-куçăн тăратнă. Лешсем ватăсене таварсем сутнине йышăннă, анчах вĕсенчен 2-шер пин тенкĕ çеç илнĕ тесе ĕнентересшĕн пулнă. Тĕрĕссипе çỹлерех асăннă таварсем ун чухлĕ те тăман. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ Шупашкартан килнĕ икĕ хĕрарăм тĕлĕшпе административлă право йĕркине пăсни çинчен протокол çырнă. Урăхла каласан вĕсем предприниматель ĕçне саккунлă майпа регистрацилемесĕрех туса пынă, суту-илỹ тунă. Район прокурорĕ Н.Муллин, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ В.Викторов пĕлтернĕ тăрăх, ял çыннисене хуçалăхра кирлĕ таварсене пысăк хакпа сутса çỹрекенсем час-часах тĕл пулаççĕ. Вĕсене хирĕç кĕрешме йывăр. Мĕншĕн тесен яка чĕлхеллĕ усламçăсен таварĕсене ватăсем хăйсен ирĕкĕпе туянаççĕ. Çавна май уголовлă ĕç пуçарма та сăлтав çук, административлă право кодексĕн 14 статйин 1-мĕш пункчĕпе пăхнă йĕркепе çеç явап тыттарма пулать. Право йĕркине сыхлакан органсен работникĕсен асăрхаттарăвĕсене пурне те шанакан ял çыннисен шута илмеллех: палламан çынсене кил-çурта кĕртмелле мар, социаллă работник тесе ĕнентерсен документ ыйтмалла, вăл е ку иккĕлентерсен районти шалти ĕçсен пайне 02, халăха социаллă пулăшу паракан пая е центра 2-58-35, 2-57-69 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле: асăннă работник вĕсем патĕнче ĕçлет е çук? Унсăрăн усламçăсем шăннă пăр çине лартса хăвараççĕ, ватлăха пуçтарнă укçа-тенкĕре, е ытти хаклă пурлăха вăрласа тухса кайма пултараççĕ. Кун пек тĕслĕх те пулнă теççĕ милици работникĕсем. Ун çинчен тепĕр номерте çырса кăтартăпăр.