27 февраля 2010 г.
Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче çĕнĕ курав ĕçлеме пуçларĕ. Ăна хаяр вăрçăра Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине тата Çĕршыв хỹтĕлевçин кунне халалланă. Курава тăратнă танксене, самолетсемпе вертолетсене, автомобильсемпе тупăсене, ытти çар техникине кĕçĕн классенче вĕренекенсем картонтан, пластилинран ăсталанă. Конструктортан тирпейлĕн пухса калăпланă ĕçсем те чылай. Çав хушăрах лавккара сутакан вылямалли çар техникин колонни те кĕске мар. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 4 "б" класс ачисем курава йĕркелес ĕçре уйрăмах пысăк активлăх кăтартрĕç. Кунта класс ертỹçине А.Н.Данилована тав сăмахĕ калас килет. Л.Н.Маркова вĕрентекен 2 "б" класри ачасем те питĕ маттур, вĕсем те нумай çар техникипе кăсăкланни курăнать. Курма килнисем уйрăмах Вадим Пушков, Кирилл Головин (4 "б"), Павел Максимов (7 "б") тата Алексей Ефимов (2 "б") илсе килнĕ çар техникин макечĕсем патĕнче чарăнса тăраççĕ. Курав пуш уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырать.