27 февраля 2010 г.
Çул-йĕр хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн нихăçан та канăç çук. Çуркуннехи, кĕрхи тапхăрсенче çулсем арканасран асăрханмалла, çанталăк ăшăтсан хытарнă çулсене юсамалла, çĕнĕрен тумалла. Хĕлле вара транспорт хатĕрĕсене çỹреме çула таса тытмалла. Кăçал çул-йĕр хуçалăхĕнче ĕçлекенсене питĕ йывăр тиврĕ _ сивĕ çанталăк тăнисĕр пуçне юрĕ те сахал мар çурĕ. Çавăнпах пулĕ ирхине-ирех, 2-3 сехетсенчех çул тасатма тухакан техникăн шавĕ таврана саланатчĕ. Йывăр пулсан та, "Чувашавтодор" УАОн Канашри территори-производство управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕнче ĕçлекенсем çул çинчи техника чăрмавсăр çỹретĕр тесе вăй-халне шеллемерĕç. Вĕсем Комсомольски _ Елчĕк _ Пăва (Тутарстан), Калинино _ Патăрьел _ Елчĕк, Кавал _ Яманчỹрел, Кавал _ Питтĕпел, Кушкă _ Кивĕ Арланкасси _ Энтепе _ Сăрьел, Лаш-Таяпа _ Адиково çулĕсене пăхса, юртан тасатса тăчĕç. Кунти кашни çын чыса тивĕç. Пултаруллă ĕçченсенчен пĕри _ Юрий Шашков автогрейдерист. 1973 çултанпа вăй хурать вăл прораб участокĕнче, вĕсенчен 15 çул ытла автогрейдерпа çула тухать. Ĕçне кура _ хисепĕ. Юрий Васильевич Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ хисеплĕ ята, Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне, Чăваш Республикин Строительство министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.