20 февраля 2010 г.
"Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче "Волга Телеком" ОАОн Чăваш, Мари Эл Республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи филиалĕсенче тăрăшакансем туслă тĕл пулу ирттернĕ. Штатри сотрудниксем спортăн ултă енĕпе ăмăртнă: мини-футбол, волейбол, шывра ишесси, сĕтел çи теннисĕ, шахмат, дартс. Футболла тата волейболла выляса Мари Эл, сĕтел çи теннисĕпе тата дартспа Чăваш Ен, шывра ишессипе тата шахматла выляса Ульяновск облаçĕн командисем палăрнă. Ăмăрту итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Волга Телеком" ОАОн Мари Эл Республикин филиалĕнче ĕçлекенсем мала тухнине палăртнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи филиалĕсенче тăрăшакансем.