20 февраля 2010 г.
Чăваш наци "Кĕрешỹ" мелĕпе кĕрешесси районта çеç мар, чăвашсем йышлă пурăнакан ытти тăрăхсенче те вăй илсе, аталанса пырать. Хальхинче çамрăк спортсменсем Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Городище ялĕнче пухăнчĕç. Акционерсен "ТУС" строительство компанийĕ" хупă обществин генеральнăй директорĕн Н.Ф.Угасловăн призĕсемшĕн кĕрешрĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри, тĕрлĕ виçери çамрăк спортсменсем кавир çинче пултарулăхне кăтартрĕç. 9 команда хутшăнчĕ регионсем хушшинчи III турнира. Кунта Елчĕк районĕнчи спортсменсем ыттисене чылай кая хăварса çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕç. Уйрăмах 55 килограмлă виçери Александр Седова, Геннадий Обручкова, 48 килограмлă виçери Илья Чернова, 65 килограмлă виçери Алексей Светлова (пурте Аслă Елчĕкрен), 32 килограмлă виçери Александр Блинова, 48 килограмлă виçери Геннадий Зайцева (иккĕшĕ те Кушкăран) палăртмалла. Вĕсем призерсен йышне кĕчĕç. Çавăн пекех Аслă Елчĕкри Александр Шаков, Эдуард Адюков, Роман Патшин, Александр Мольков, Олег Патшин, Николай Борисов, Эдуард Волков, Александр Печков, Кушкăри Эдуард Дергунов, Леонид Зайцев, Денис Дергунов та командăна паха очкосем кỹчĕç.