20 февраля 2010 г.
Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ СССР спорт мастерне, Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă Илья Григорьевич Уркина асăнса Елчĕк районĕн уçă чемпионачĕ иртрĕ. Районти тĕрлĕ ялсенчен, ытти тăрăхран килнĕ кĕрешỹçĕсем кавир çине тухрĕç. 1993 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах спортсменсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Пирĕн районтан чи çăмăл виçере (29 килограмм) Леонид Зайцев (Кушкă) _ пĕрремĕш, Дмитрий Александров, Рональдини Кривов (Елчĕк) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Ытти виçесенчи çĕнтерỹçĕсем: 32 килограмм: 1. Александр Блинов. 2. Дмитрий Дергунов (Кушкă). 3. Юрий Архипов (Çирĕклĕ Шăхаль). 35 килограмм: 2. Дмитрий Антонов (Кушкă). 3. Василий Новиков (Курнавăш). 38 килограмм: 2. Родион Чернов (Аслă Елчĕк). 3. Дмитрий Обручков (Елчĕк). 42 килограмм: 1. Григорий Иванов (Кушкă). 42 килограмран йывăртарах: 1. Роман Печков (Аслă Елчĕк). 2. Сергей Киселев (Елчĕк). 3. Геннадий Обручков (Аслă Елчĕк). 1992 çулта çуралнă тата аслăрах спортсменсенчен 46 килограмлă виçере Эдуард Адюков (Аслă Елчĕк), Артур Николаев (Çирĕклĕ Шăхаль), Илья Чернов (Аслă Елчĕк) призерсен йышне кĕнĕ. Районти ытти çак кĕрешỹçĕсем малти вырăнсене йышăннă: 50 килограмм: 1. Александр Мольков (Аслă Елчĕк). 2. Роман Галимов. 3. Федор Жуков (Кушкă). 54 килограмм: 1. Денис Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 2. Сергей Порфирьев (Елчĕк). 3. Александр Львов (Çирĕклĕ Шăхаль). 58 килограмм: 1. Эдуард Николаев (Çирĕклĕ Шăхаль). 2. Александр Дергунов (Кушкă). 3. Дмитрий Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 63 килограмм: 1. Эдуард Дергунов (Кушкă). 2. Александр Кушманов (Елчĕк). 3. Алексей Светлов (Аслă Елчĕк). 69 килограмм: 3. Николай Борисов (Аслă Елчĕк). 74 килограмм: 1. Олег Патшин (Аслă Елчĕк). 2. Анатолий Анисимов. 3. Константин Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 74 килограмран йывăртарах: 2. Дмитрий Егоров (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Алексей Арбузов (Елчĕк). Командăсенчен Елчĕк районĕнчи кĕрешỹçĕсем çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Комсомольски районĕн спортсменĕсем _ иккĕмĕш вырăнта.