20 февраля 2010 г.
Йывăр атлетика енĕпе çулсеренех тĕрлĕ ăмăртусемпе чемпионатсем ирттереççĕ. Акă, нумаях пулмасть 1993 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах атлетсем штанга йăтассипе Шупашкар хулинче ирттернĕ Чăваш Республикин чемпионатне хутшăнчĕç. Елчĕкри Владимир Викторов, Алексей Шляпин, Алексей Патшин, Курнавăшри Петр Чермаков, Александр Новиков, Павел Михайлов, Сергей Прохоров, хĕр ачасенчен Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Любовь Иноходова, Маргарита Портнова (Аслă Пăла Тимеш) призерсен йышĕнче. Аслă Пăла Тимешри Анатолий Иноходов та питĕ пултаруллă _ вăл Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ.