20 февраля 2010 г.
"Эмметево" сахал яваплă юлташлăхра иртнĕ кунсенче çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ю.Лапшин директор ĕçлекенсен умĕнче отчет тунă. Ỹсен-тăран отраслĕнчи кăтартусене тишкерес пулсан, ял хуçалăх предприятийĕнче юлашки çулсенче курăмлă ỹсĕмсем пулнине çирĕплететпĕр. 2008 çулхипе танлаштарсан та, пĕтĕмпе, кашни гектар пуçне тырă туса илессине нумай ỹстернĕ. Отчетлă тапхăрта малтанхи 26648 центнер вырăнне 35719 центнер тĕш тырă пухса кĕртме пултарнă. Кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 33,4 центнерпа танлашнă. 2008 çулхи тухăç 27,5 центнер анчах пулнă. Тухăçа ỹстернипе пĕр вăхăтрах ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсене те анлăлатнă. Иртнĕ çул пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1071 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Усă курман çĕрсене кашни çул ытларах лаптăкра ĕçе кĕртсе пыма тытăниччен вĕсем техника паркне тĕпрен çĕнетсе улăштарнă. Энергие перекетлекен çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникипе усă курма тытăннăранпа çĕре пысăк пахалăхпа ĕçлесе хатĕрлеççĕ, ял хуçалăх культурисене технологи палăртнă вăхăтра акса хăвараççĕ. Вырма ĕçĕсем те кал-кал пулса пыраççĕ. Хĕрỹ вăхăтра уй-хирте иртнĕ çул та харăсах "Енисей" йышши тăватă комбайн ĕçленĕ. Çĕнĕ "уй-хир карапĕсем" шанчăклă, вĕсене юсаса вăхăта ирттермелле пулман. Комбайнсене çỹретме опытлă механизаторсене çирĕплетнĕ. Вырмана кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçленин, тĕш тырă культурисенчен пысăк тухăç алла илме пултарнин вăрттăнлăхĕ акă мĕнре иккен. Ял хуçалăх предприятийĕнче юлашки çулсенче çĕр улми те лартман. Иртнĕ çул ăна 40 гектар çинче çитĕнтернĕ. Малашне "иккĕмĕш çăкăра" ытларах лаптăкра лартса хăварма тата пысăк тухăç туса илме кирлине ăнланаççĕ. Мĕншĕн тесен кунта палăртнă тĕллеве пурнăçламалли майсем пурте пур. Çине тăрса ĕçе пикенмелле анчах. Чи кирли, ялта ĕç алли çителĕклĕ. Туса илнĕ продукцие упрама ятарласа тунă хранилище те пур. Çакна шута илсе кăçал ял хуçалăх предприятийĕнче хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те акса хăварасшăн. Отчетлă тапхăрта сĕт туса илессине 41 процент, аш-какай туса илессине 11 процент ỹстернĕ. Пĕр ĕнерен 4716 килограмм сĕт сунă. Апла пулин те выльăхсен хисепĕ 100 гектар çĕр пуçне шутласа малта пыракан хуçалăхсенчипе танлашаймасть. Çавăнпа кунта выльăхсен хисепне тата вĕсен продуктивлăхне ỹстермелли резервсем нумай.