17 февраля 2010 г.
"Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Отчетлă тапхăрта хуçалăх кассине туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене сутнинчен 8 миллион та 792 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Пĕтĕм тăкаксен шучĕ 9 миллион та 379 пин тенкĕпе танлашнă. "Труд" ял хуçалăх предприятийĕ пĕтĕмпе 1452 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курать. Çав шутран 410 гектар лаптăк çинче тĕш тырă çитĕнтереççĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмĕшле лаптăкран пурĕ 13513 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ, кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 25,4 центнерпа танлашнă. Туса илнĕ пĕр центнер тыррăн хăй хаклăхĕ 276 тенкĕпе танлашнă. Хуçалăх 7006 центнер тырă сутнă пулсан (сутăннă пĕр центнер тыррăн хакĕ 230 тенкĕ), тупăшĕ 1 миллион та 614 пин тенкĕпе танлашнă. Тырă туса илессинче хуçалăх 164 пин тенкĕ тăкак тỹснĕ. 2009 çулта "Труд" хуçалăх пĕтĕмпе 671 центнер аш-какай туса илнĕ. 2008 çулхипе танлаштарсан çакă 82 процентпа танлашнă, çулталăк пуçламăшĕнче пăхса хăварнă плана 95 процент анчах пурнăçланă. Пĕр выльăх пуçне чĕрĕ виçепе 132 килограмм ĕне ашĕ, 40 килограмм сысна ашĕ туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем пĕр талăкра 510 грамм, сыснасем 333 грамм ỹт хушнă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 52 центнер аш-какай туса илнĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕн тупăшлăхĕ сахалрах пулни мĕнре-ши? Кунта выльăхсен йышĕ тата вĕсен продуктивлăхĕ пĕчĕк пулнине, çав вăхăтрах аш-какай йỹнĕ хакпа сутăннине палăртмалла. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне выльăхсен хисепĕ малта пыракан "Прогресра" _ 60, "Комбайнра" 62 условлă пуç пулсан, "Трудра" вăл 30 условлă пуçпа анчах танлашать. Сысна ĕрчетсе паянхи кун сахал мар тупăш туса илме пулнине палăртса, хуçалăхра сысна ĕрчетесси тата вĕсен йышне ỹстерсех пырасси çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕнỹсем пулчĕç пухура. 2009 çулта, 2008 çулхипе танлаштарсан, сыснасен шучĕ 84 пуç таран чакнă. Çав вăхăтрах пĕлтĕр шултра мăйракаллă выльăхсен шутне 47 пуç ỹстернине те палăртмалла. Продуктивлăха ỹстерессинче пахалăхлă апатпа, витаминлă, минераллă хутăшсемпе анлăн усă курмаллине те асăнмалла. "Трудра" иртнĕ çул 6101 центнер сĕт туса илнĕ (планпа 5945 центнер пăхса хăварнă пулнă), плана 103 центнер пурнăçланă. Пурĕ 5014 центнер сĕт сутнă, пĕр центнер сĕтĕн сутлăх хăй хаклăхĕ 660 тенкĕпе (2008 çулта _ 771 тенкĕпе), тупăшĕ 3 миллион та 307 пин тенкĕпе, таса тупăшĕ 34 пин тенкĕпе танлашнă. Районĕпе 2009 çулта пĕр ĕнерен 5014 килограмм сĕт сунă пулсан, "Трудра" вăл 4208 килограммпа танлашнă. Çак цифрăсем районăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕккĕ пулсан та, хуçалăхра сĕт сăвас енĕпе ỹсĕм пуррине палăртмалла. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче иртнĕ çула пĕтĕмлетес пулсан, сĕт туса илесси анчах тупăшлă пулнă. Ĕне ашĕ туса илни 326 пин тенкĕ, сысна ашĕ туса илни 18 пин тенкĕ тăкак кỹнĕ. Тăкакпа ĕçлесен хуçалăхсене паянхи кун ура çинче çирĕп тăма çăмăлах мар. Тухăçлă вăй хуракан хуçалăхсене патшалăх та тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе пулăшать. Çак укçа-тенке илес тесен выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне тата производствăна ỹстермелле. Хуçалăхра пысăк тăрăшулăхпа палăрнă ĕçченсене чысласси _ пухăвăн савăнăçлă саманчĕ. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсем район пуçлăхĕн, хуçалăх правленийĕн Хисеп хучĕсене, парнесене тивĕçрĕç. Пухура Чăвашстатăн районти уйрăмĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Людмила Горшкова сăмах илчĕ, 2010 çулхи юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ, ăна тивĕçлипе йĕркелесе ирттерсе ярасси çинче чарăнса тăчĕ.