Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Истори эрнинче

17 февраля 2010 г.

 Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕ-мĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта истори эрни иртрĕ. Ăна эпир, 5-6-мĕш классем, уçрăмăр. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине халалланă сăвăсем каларăмăр, юрларăмăр. "Почему падают звезды" театр представленийĕ те питĕ килĕшрĕ. Кĕçнерни кун истори вĕрентекенĕ В.Сазонов Елчĕке экскурсие илсе кайрĕ. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ĕçченĕсем пире тарават кĕтсе илчĕç. А.Максимова экскурсовод кашни экспонат çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ. Эпир ĕлĕкхи пурнăç çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Музей хыççăн "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче пултăмăр. Унта ĕлĕк хаçат мĕнле пичетленнине, халĕ мĕнле "çуралнине" куртăмăр. 10-мĕш классем хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе те паллаштарчĕç пире. 8-мĕш класс ачисем Аттелĕхĕн Аслă вăрçи çинчен кино курчĕç. 9-мĕш классем ялти краеведени музейĕнче пулчĕç. Шăмат кун истори эрни мĕнле иртнине пĕтĕмлетрĕç. Эрне тăршшĕпех классенче историпе çыхăннă класс сехечĕсем, вăйăсем иртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика